21 января 2015 г.
2014 çулхи ноябрĕн иккĕмĕшĕнче Хватукасси ялĕнчи Гагарин урамĕнче мăшăрсем хирĕçсе кайнă. Упăшки, мухмăрпа аптăранăскер, ирхи 7 сехетре пĕр ялта пурăнакан патне тухса утнă. Çур сехетрен мухмăр чĕртсе таврăннă та арăмĕпе ятлаçса кайнă. Хирĕçỹ вăхăтĕнче упăшки арăмне питĕнчен чышкăпа çапнă (кун пирки уголовлă ĕç пуçарнă, суд пулнă, арçынна пĕр çуллăха ирĕксĕр хăварнă). Каçхине арăмĕ уйран кĕтỹ пăхса таврăнсан мăшăрсем каллех хирĕçсе кайнă. Упăшки арăмне аллипе çапса пĕтернĕ, арăмĕ вара тĕпелтен çĕçĕ илнĕ те упăшкине хырăмран, çурăмран тата сулахай уринчен чикнĕ. Упăшки тăнсăр пулнăран мăшăрĕ хĕрĕ патне шăнкăравласа васкавлă пулăшу чĕнме хушнă. Арçынна район больницине илсе çитернĕ, вăл унта тăна кĕнĕ. Çын сывлăхне йывăр сиен кỹрсе упăшкине çĕçĕпе чикнĕ хĕрарăм РФ Уголовлă кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхса хунă преступлени тунă. Анчах та мăшăрсем мирлешнĕрен ĕç пуçарман.
А.МИТРОФАНОВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.