21 января 2015 г.
Раççейĕн Федераллă Миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ халăха патшалăх пулăшăвĕ-семпе электронлă майпа та тивĕçтерет. Патшалăх пулăшăвĕсен переченьне çаксем кĕреççĕ: - РФ гражданинĕн паспортне тутарттарасси; - ют çĕр-шыв паспортне тутартарасси; - РФ гражданĕсене пурăнакан тата пурăннă вырăнта регистрацилесси; - адреспа справка докуменчĕсемпе тивĕçтересси тата ытти те. Заявленисене электронлă майпа тăратсан (çĕнĕ ют çĕр-шыв паспорчĕсĕр пуçне) гражданинăн Феде-раллă Миграци службин подразделенине пĕр хутчен кăна килмелле пулать. Документсене панă чухне кун пек пулăшупа усă куракансене чи малтан йышăнаççĕ. Интернет урлă Раççей паспортне илме е улăштарма заявлени çырма вăхăт 10-15 минут кăна кирлĕ. Гражданинăн хăйĕн даннăйĕсене (ят, хушамат, ашшĕ ячĕ, ИНН тата СНИЛС номерĕсем, почта адресĕ, сотовăй телефон номерĕ, электрон почта адресĕ) анкетăна кĕртмелле пу-лать. Унтан даннăйсене on-line йĕркепе тĕрĕслеççĕ. Пур электронлă пулă-шусемпе те усă курма май пултăр тесен Порталта регистрациленмелле. Унта патшалăх пулăшăвĕ-сем паракан пур орган пирки информаци тупма, заявленисен тĕслĕхĕсемпе, вĕсене тăратмалли йĕрке-пе паллашма пулать. Элек-тронлă майпа тăратнă документăн та юридици вăйĕ пур. Е.ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.