23 января 2015 г.
Эпĕ вăтăр çула яхăн ĕнтĕ Мăн Этмен ял тăрăхĕ-нче пурăнакансене хаçат-журнал валеçетĕп. Темиçе çул каялла ял çыннисем хаçат-журнал питĕ нумай çырăнатчĕç, анчах та самана улшăннă май хаçат вулакансем сахалланчĕç. Апла пулин те пĕр харăс виç-тăват хаçат çырăнса илекенсем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Горбуновсен çемйи. Горбуновсене эпĕ тахçанах пĕлетĕп. Татьяна Васильевнăпа Владимир Александрович _ питĕ кăмăллă мăшăр, икĕ ача _ ывăлпа хĕр _ ỹстерчĕç. Асли, Дима, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕ, хальхи вăхăтра çемйипе Шупашкарта пурăнать, "Чăвашсетьгазра" проектировщикра вăй хурать. Кĕçĕнни, Ольга, Чăваш патшалăх университетĕ-нчи медицина факультечĕн иккĕмĕш курс студентки. Манăн паян çемьен кил ăшшине упракан Татьяна Горбунова çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă Татьяна, ултă хĕртен чи кĕçĕнни пулнă. Хĕр пĕрчие телей пиллесе çак илемлĕ ята кукамăшĕ хунă иккен. Турра ĕненекен ватă шăп çав кунсенче çветтуй Татьяна кунне паллă тунине пĕлнех ĕнтĕ. Ỹссе çитерехпе шăпа Татьянăна Мăн Этмене илсе çитерет. Çак ялти вăтам шкулта вăл 1987 çултанпа вăй хурать. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне алла илнĕскер ачасене тăван ен культурине вĕрентет. Татьяна Васильевнăн вĕренекенĕсем тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вăл ачасене йĕркелеме пĕлет, вĕсем ырă чунлă çынсем пулса ỹсчĕр тесе тăрăшать. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пĕрре кăна мар тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн премине те илсе тăнă. Хăй те ырă кăмăллă вăл, яланах пулăшма хатĕр. Алли те ăста Татьяна Горбунован, тĕрлеме юратать, пỹртре те, картишĕнче те тĕрлĕ чечексем ỹстерет. Горбуновсен чун киленĕçĕ, юратăвĕ - икĕ çулхи Богдан мăнукĕ. Май пур таран унпа пĕрле пулма тăрăшаççĕ мамаккăшĕпе маçаккăшĕ, вăл ỹснине курса савăнаççĕ. Ял-йышра та, ĕçре те ырă ята кăна тивĕçнĕ Горбуновсене манăн малашлăхра та ачисемпе мăнукĕ-сен (вăхăт çитсен кукампа кукаç ятне те илтмелле пултăр-ха вĕсен!) çитĕнĕвĕсемпе савăнса, хавхаланса пурăнма сунас килет.
Юлия МИХЕЕВА, Мăн Этменпе Пĕчĕк Этмен ялĕсен почтальонĕ.