АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванĕсене шыраççĕ

23 января 2015 г.

2015 çулхи майăн 9-мĕшĕнче эпир Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлатпăр. Çав хăрушă вăрçăра пирĕн чылай ентеш пуçĕсене хунă. Вăрçăра вилнĕ хăш-пĕр салтаксен тăванĕсем вĕсене ăçта пытарнине пĕлеççĕ. Анчах та хыпарсăр çухалнисем те нумай. Çавăнпа та эпĕ районта пурăнакансене çакна пĕлтересшĕн: пирĕн районта çуралнă пĕр салтакăн вил тăприйĕ ăçта пулни паллă... Çĕнĕ 2015 çул умĕн ман пата Брюссельтен шăнкăравларĕç. Эпĕ питĕ лайăх пĕлекен Александр Валерианович Разумов иккен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнăскер, хальхи вăхăтра Бельгире ĕçлесе пурăнать. Вăл мана Бельгире пирĕн ентешĕн - 1910 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Пухтанкассинче çуралнă Лука Осипович Чугуновăн - вил тăприйĕ пуррине пĕлтерчĕ. Вăл тыткăна лекнĕ, 1943 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ. Лука Чугунова Генк хулинче пытарнă. Енчен те районта Лука Осипович Чугунов тăванĕсем пурăнаççĕ пулсан, сассисене пама ыйтатăп! Вĕсен Бельгие тăванĕн вил тăприйĕ çине кайса курма май пулĕ.

Юрий ГРИГОРЬЕВСКИЙ, отставкăри милици полковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика