28 января 2015 г.
Черетлĕ çĕнĕ çул редакци коллективĕшĕн хальхинче те савăнăçлă пулăмсемпе пуçланчĕ. Акă нумаях пулмасть Пичет кунĕсене уявларăмăр. Редакци коллективĕн ĕçченĕсем пичет сферинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ наградăсем илчĕç. Сăмахран, хаçат корреспонденчĕсем _ Альбина Замуткина район пуçлăхĕн Тав çырăвне, Анна Васюкова район администрацийĕн Хисеп грамотине _ тивĕçрĕç. Пирĕн ĕçе хаклани, паллах, савăнтарать. Тата эпир хамăр пултарулăха, ытти сферăра ĕçлекенсем пекех, тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче кăтартса пама пултарни хавхалантарать. Иртнĕ ытлари кун, акă, эпир савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр. Пирĕн корреспондент Альбина Замуткина Пĕтĕм Раççейри МИХ-сенче ял хуçалăхне техника енчен çĕнетсе пырас темăна çутатас тĕлĕшпе конкурсăн тăватă лауреачĕ йышнĕ кĕнĕ. Тепĕр виçĕ лауреачĕ _ Хусантан, Барнаултан тата Свердловск облаçĕнчен. Çапла пирĕн ĕçтеш çитес вăхăтра Диплома, хаклă парнене тивĕçĕ тата тỹлевсĕр майпа çулталăк хушши "Агромаш" журнал илсе тăрĕ. Палăртмалла, ку çитĕнỹ Альбина Дмитриевнăшăн пĕрремĕш мар. Нумаях пулмасть вăл Пĕтĕм Раççейри "Манăн çĕр _ Раççей" ял тематикипе çырнă информаципе çут ĕç проекчĕсен конкурсне активлă хутшăннăшăн РФ Ял хуçалăх министерствин Пресс-службин Тав çырăвне те тивĕçрĕ. Çак çитĕнỹсемпе ăна пĕтĕм коллективпа саламлатпăр!
РЕДАКЦИ.