АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакĕ кăçал инфляципе пĕрлех ỹсĕ

28 января 2015 г.

Çакăн пек пуласса систернĕ Раççейри çăкăр пĕçерекен отраслĕн представителĕсем "Раççей хаçатне". Çитес вăхăтра çăкăр хакĕ эрнере 1-2 процент, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе уйăхне 1-1,5 процент хăпарĕ. Экспертсен шучĕпе, çăкăр хакĕ 20 процент таран хăпарма пултарать-мĕн. "Совэкон" аналитика центрĕ даннăйĕсемпе, тырă хакĕ 2014 çулхи июль уйăхĕнче ỹсме пуçланă, декабрь уйăхĕнче чи пысăк шая çитнĕ. Çав вăхăтра виççĕмĕш класлă апат-çимĕç тыррин курттăм хакĕ 66 процента çитнĕ. Çакна чи малтанах доллар курсĕ хăпарнипе çыхăнтараççĕ. Çăкăр хакĕ çинче урăх енсем те палăраççĕ. Çăнăх тата çăкăр хăй хаклăхĕ вăтамран 20-30 процентпа танлашать. Тĕрĕссипе, çăкăр пĕçерекенсен урăх тăкаксем те ỹсеççĕ. Сăмахран, сахăр хакĕ ỹссе пырать. 2014 çулта çăкăр 7,5 процент хакланнă. Çакă пĕтĕмĕшле инфляцирен палăрмаллах пĕчĕк, апат-çимĕç инфляцийĕнчен икĕ хут сахалрах. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа (январĕн 19-мĕшĕччен) çăкăр хакĕ çĕр-шывра 2,3 процент хăпарнă. Çăнăх хакĕ вара юлашки вăхăтра çăкăр пĕçерекенсемшĕн 80-90 процент ỹснĕ. Раççейри çăкăр пĕçерекен промышленность Канашĕн ертỹçи Валерий Чешинский шучĕпе, хаксемпе çыхăннă лару-тăрăва йĕркеллĕ тытас тесен патшалăхăн тыр-пула тирпейлесе çăнăх авăртакан предприятисене, акапа вырма кампанийĕсене тĕрĕслесе тăнă пек, куçран вĕçертмелле мар. Тыр-пула хамăр патрах тирпейлемелле. Хамăр халăха кунта ỹстерсе илнĕ тыр-пулпа тивĕçтересси ютта сутнинччен пĕлтерĕшлĕрех пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика