АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурçă ут хире тухма хатĕр-и?

28 января 2015 г.

 ЧР патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх _ тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх предприятийĕсенче 20-30 çул каялла анлă усă курнă кивĕ техника халĕ те темĕн чухлех иккен. Паллах, чылайăшĕ хире тухаймасть. Вансах тăнăран саппас пай шыраса хăшкăлатăн çеç. Тата хаклă вăхăта çухататăн. Каламасăрах паллă _ вĕçĕм чăхăмлакан трактор е комбайн чарăна-чарăна ĕçлени юсанин хакне те тăмасть пулсан уя кăларни мĕн усси? Агропромышленность комплексĕ-нче вăй хуракансем, нумаях мар пулсан та, çулленех ку чухнехи техника туянма тăрăшаççĕ пал-лах. Йывăр çĕр ĕçне тимĕр те чăтаймасть тенĕрен, çĕнĕ пулин те ăна та юсамалли пулкалать. Шел те, ĕлĕкрех машина-трактор юсакан предприяти кашни районтах пурччĕ, халĕ Шупашкарпа Канаш тăрăхĕ-сенче çеç упранса юлнă. Вĕсем çеç çителĕксĕр паллах. Сỹре шăлĕсене тỹрлетме, туптама ялсенче тимĕрçĕ лаççисем те çук. Йĕркене пăсакансемпе техника асăрхавĕн ĕçченĕсем автоинспек-торсемпе пĕрле кĕрешеççĕ. Хĕлĕн-çăвĕн ĕç пĕтмест вĕсен. Январь-февраль уйăхĕсенче юр ашансен юсавлăхне, водитель удостоверенийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Хăшĕ-пĕрин тивĕçлĕ документ та çук-мĕн. "Вăрманта е уйра кĕрт тăрăх пынă чухне мĕн тума кирлĕ вăл?" _ теççĕ. Юр ашан та транспорт хатĕрĕ пулнине темшĕн манаççĕ. Ака умĕн мĕн пур техникăн тĕрĕслев витĕр тухмалла. Шел те, механизаторсем çитменрен ку ĕç вăхăтра вĕçленеймест. Юсакансем çук. Кун каçа хуçалăхра тăрăшнă трактористсем хĕлле килте ĕçсĕр ларасран, кăштах укçа тума айккине тухса каяççĕ, юсава хутшăнаймаççĕ. Акă, 2013 çулта техника асăрхавĕн инспекцийĕ мĕн пур техникăн 63 проценчĕпе çеç усă курма ирĕк панă. Апла пулин те хăш-пĕр çĕрте маханизаторсем юсавсăррипех ĕçлеççĕ. Кун пек чухне инкек, паллах, юнашарах çỹрет. Ĕлĕкрех чух ял хуçалăх ĕçĕсене ытларах алă вĕççĕн тунă пулсан, хальхи вăхăтра техникăн пĕлтерĕшĕ, паллах, пысăк. Вăл юсавлă пулсан тăкакĕ те сахалтарах, ĕç тухăçĕ те аванрах пулĕ.

Николай ПЕТРОВ, патшалăх техника асăрхавĕн Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенчи аслă инспекторĕ:

- Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 10 ял хуçалăх организацийĕ, 4 ХФХ транспорт хатĕрне техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăлараççĕ. Транспорт хатĕрĕ 700 яхăн. Шел те, тĕрĕслеве пурте хутшăнаймаççĕ. Тупса палăртакан çитменлĕхсем сахалах мар. Хăшĕн сĕрмелли материал сăрхăнать. Вăл двигатель çине тумласан трактор е комбайн хыпса илме пултарать. Хуçалăх пысăк тăкак ан тỹстĕр тесен транспорт хатĕрне яланах юсавлă тытмалла, кабинăра аптечка, сỹнтеркĕç (огнетушитель) пулмалла. Тĕрĕслев хăйсене ытларах кирлĕ. Механизатор е водитель хăй инкек тỹсме пултарать. Чи малтанах руль, тормоз тытăмĕ, çутатакан, сасă паракан хатĕрсем юсавлă пулмалла. Юлса пыракан хуçалăхсенче _ ыйту çивĕчрех. Саппас пайĕсем, механизаторсем çитмеççĕ. Кĕрхи ĕçсене питĕ юлса, аран-аран вĕç-леççĕ. Вĕсене Николай Лисаев фермертан тĕслĕх илме сĕнетĕп. Техника тăрăллă вырăнта шанчăклă упранать. Чутай халăхĕ хастар пулсан, Çĕмĕрле енче çитменлĕх чылай. Пысăк укçашăн инçете çỹренĕрен ял хуçалăх производствине çĕклеме çынсем çитмеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика