АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве вĕсем çывхартнă

30 января 2015 г.

Çĕнтерĕве вĕсем çывхартнă

Часах Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине те уявлăпăр. Шел пулин те, çĕнтерĕве çывхартнисен шучĕ кашни çулах чакса пырать. Нумаях пулмасть Мишеркасси шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентес, вĕсенче патриотлăх туйăмне аталантарас тĕллевпе вăрçă вăхăтĕнче ỹснĕ Иван Яковлевич Вазяковпа тĕл пулу иртрĕ. Палăртнă тĕл пулăва пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Часах кĕтнĕ кун та çитрĕ. Иван Яковлевичпа унăн мăшăрĕ Надежда Александровна ачасене питĕ хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Иван Яковлевич Вазяков _ историк, тавра пĕлỹçĕ, тĕпчевçĕ. Вăл нумай çул хушши шкулта учительте, "Искра" колхозăн "Хĕлхем" хаçат редакторĕнче ĕçленĕ. Мишеркасси шкулĕн музейне пуçарса яраканĕ те вăлах. Ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕçре тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Иван Яковлевича "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă. Ăна ялта пурăнакансем пурте хисеплеççĕ. Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан вăл хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ çинчен васкамасăр, ерипен каласа пачĕ. Вăрçă çулĕсенчи пурнăçа лайăх астăвать Иван Яковлевич. Вĕсем çемьере пилĕккĕн ỹснĕ. Ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕ çине тиеннĕ. Мĕн вăй çитнĕ таран ачисем амăшне пулăшма тăрăшнă: çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арланă, пир тĕртнĕ, вăрмантан çунашкасемпе вутă кỹнĕ. 1944 çулхи март уйăхĕнче ашшĕ Яков Дмитриевич Вазяков вăрçăра вилни çинчен хут килет. _ Çав çулах выçлăх пуçланчĕ. Мĕн кăна çимен-ши ун чухне: шĕшкĕ кăчки, юман йĕкелĕ, ана çине юлнă çĕр улми крахмалĕ. Ĕне пуррипе кăна çăлăнса юлтăмăр. Пирĕн ачалăха вăрçă нуша, хĕн-асап кỹчĕ. Атте ăшшине кураймарăмăр, тутлă апат çисе, выляса-кулса пурăнаймарăмăр. Пилĕк ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ пирĕн анне _ салтак арăмĕ Акулина Степановна Вазякова. Ăна панă наградăсене _ "Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕç фрончĕн участникне" медальсене _ типтерлĕн пăхса усратăп. Апла пулсан Аслă Çĕнтерỹре пирĕн çемьен тỹпи те пур, _ тет Иван Яковлевич. Халĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕнех пурăнаççĕ. Ачисем май килнĕ таран килсе тăраççĕ, пулăшаççĕ. Мăнукĕсем те кукашшĕ-не питĕ юратаççĕ, унпа мухтанаççĕ. _ Эсир шкулта лайăх вĕренсе çын пулма тăрăшăр, сирĕн яланах тăнăç пурнăç пултăр, _ тесе ăсатрĕ пире ялти чи хисеплĕ те сумлă çын. Хаклă Иван Яковлевич, пысăк тав сире пархатарлă ĕçĕрсемшĕн. Эпир сирĕн ĕçченлĕхĕр, чăтăмлăхăр, тỹсĕмлĕхĕр умĕнче пуç таятпăр. Хĕвелпе киленсе пурăнма пултарнă телейлĕ пурнăçшăн чун-чĕрерн тав тăватпăр, малашне те юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Светлана ХРАМОВА, Мишеркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика