30 января 2015 г.
Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан патшалăх пулăшăвне _ амăшĕн капиталне _ чылайăшĕ укçана куçарма тăрăшать. Çак тĕллевпе ашшĕ-амăшĕ темĕн те хăтланать. Анчах та ку саккуна пăсни шутланать, çавăнпа та чылайăшне айăплав кĕтет. Людмила Максимова çамрăк амăшĕ те патшалăха улталама шутланă. Палланă хĕрарăмпа, Татьяна Третьяковапа, унăн ялти çуртне амăшĕн капиталĕн шучĕ-пе туянма калаçса татăлнă. Айккинчен пăхсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек курăннă _ çемье ялта, уçă сывлăшра çурт туяннă. Тулĕк вăт çак çуртра пурăнма хăрушă пулнă иккен. Çакă прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн палăрнă. Çурта пăхса тухнă хыççăн вăл пурăнма юрăхсăрри курăннă. Техника паспортĕнче те çурт 68 процент чухлĕ кивелсе çитнине палăртнă пулнă. Саккунра вара амăшĕн капиталĕпе авариллĕ, пурăнма юрăхсăр кил-çурт туянма юраманни пирки каланă. Çапла вара Максимовапа Третьякова хушшинче тунă килĕшỹ саккунсăр шутланать. Суд амăшĕн капиталĕн укçине каялла бюджета тавăрса памалла тунă.
Раççей реестрĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"