АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем виçĕмçулхинчен лайăхрах

30 января 2015 г.

Паянхи кăларăмра районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкеретпĕр, 2015 çул валли палăртнă задачăсемпе паллаштаратпăр.

Иртнĕ 2014 çул районшăн тата унта пурăнакансемшĕн пулăмсемпе тата мероприятисемпе пуян пулчĕ. Районăн тĕп тĕллевĕсем - экономикăна аталанма условисем тăвасси, социаллă сферăри йывăрлăхсене татса парасси, халăхăн пурнăç шайне ỹстересси, вĕсен сывлăхне сыхласа хăварасси. 

Район бюджечĕ

2014 çулта районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) тупăш бюджечĕ 251,8 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, вăл шутран ял тăрăхĕ-сен бюджечĕсене 51,4 млн тенкĕ кĕнĕ. Пĕлтĕр района пур çăл куçран 1 млрд ытла тенкĕ килчĕ: пенси тỹлеме _ 668,3 млн тенкĕ; социаллă пособисем валли _ 93,6 млн тенкĕ; халăха ĕçпе тивĕçтерме _ 5,7 млн тенкĕ; район больницине _ 97,9 млн тенкĕ (çавăнтан 1,8 млн тенки юсав ĕçĕсем ирттерме). Районти предприятисемпе учрежденисем 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 554,613 млн тенкĕ (118,8 процент) туса илме пултарчĕç.

Производство калăпăшĕ ỹсрĕ

Организацисем ĕçлесе çапларах тупăш илчĕç: - курттăм тата вак суту-илỹ; автотранспорт хатĕрĕсене, йăлари таварсене тата усă куракан япаласене юсасси _ 307,954 млн тенкĕ; - вĕренỹ _ 5,384 млн тенкĕ; - сывлăх сыхлавĕ тата социаллă пулă-шусемпе тивĕçтересси _ 79,133 млн тенкĕ. Харпăр хăй вăйĕпе туса илнĕ промышленность продукцийĕн калăпăшĕ 45811,7 пин тенкĕпе танлашрĕ (106,98 процент). Производство калăпăшне уйрăмах "Сельхозэнерго" ТЯО пысăклатрĕ _ 2109,7 пин тенкĕ (205 процент), "Четайское" ТЯО-н ỹсĕм хăвăртлăхĕ _ 105,34 процент, "Янтарь" ТЯО-н _ 101,89 процент. ЧР Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ хушшинчи килĕшĕвĕн условийĕсене пурнăçланă май ваккăн сутакан предприятисем пĕтĕмĕшле хăйсен кăтартăвĕ-сене пĕлтĕрхинчен 0,8 процент пысăклатрĕç _ 330,190 млн тенкĕ, çак шутран райпон тавар çаврăнăшĕн тỹпи районта _ 80,79 процент. 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче районти организацисем тĕп капитала 38 млн тенкĕ хума пултарчĕç. Çак кăтарту 2013 çулхинчен 51,8 процент ытларах. Организацисенче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи (11 уйăхăнне илсен) 16577,6 тенкĕпе танлашрĕ, малтанхи çулхинчен 9,3 процент пысăкрах. 2014 çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе, прогноз тăрăх, уйăхри вăтам ĕç укçи 17178 тенкĕпе танлашмалла. 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, организацисем пĕлтернĕ тăрăх, районта шалăва вăхăтра панă. 2014 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районта ĕçлеме пултаракан çынсен шучĕ 8273-пе танлашрĕ. Районти 131 юридици организацийĕнче, ирнĕ çулхи 11 уйăх кăтартăвĕпе, 1498 çын ĕçлет.

Нумай ачаллă çемьесене -  çĕр! 

2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 124 çемье шутланса тăнă. Вĕсенчен 37-шĕ çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕç. Палăртмалла, 34 çемье панă çĕр лаптăкĕ çинче çурт лартасшăн, виççĕшĕ хушма хуçалăх тытасшăн. Пур нумай ачаллă çемье те çĕр лаптăкне район центрĕнче илесшĕн пулчĕ. Паянхи куна кадастр учетне 37 çĕр лаптăкне тăратрăмăр. Çĕр лаптăкĕсем вăтамран 12-15 сотăй йышăнаççĕ. Плансем çапларах: асăннă çĕр лаптăкĕсене электричествăпа тивĕçтерме проектпа смета документацийĕ хатĕрлемелле; 12 гектар çинчи çĕр лаптăкĕсене кадастр учетне тăратмалла.

4 суту-илỹ объекчĕ уçăлчĕ

Районта паянхи куна пĕтĕмпе пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 286 субъекчĕ ĕçлет. Асăннă сферăра 838 çын вăй хурать, вĕсенчен 576-шĕ _ предприятисенче. Район территорийĕнче 138 суту-илỹ объекчĕ ĕçлет, вĕсенчен 29-шĕ çул хĕрринче вырнаçнă сервиссем, 14 обществăлла апатлану объекчĕ, 13 объект йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерет. Иртнĕ çул потребительсен рынокĕн 6 объекчĕ уçăлчĕ, вăл шутра "Непоседы" кафе тата "Салампи" закусочнăй, 4 суту-илỹ объекчĕ ("Ваш помощник", А.Манин уйрăм предпринимателĕн строительство склачĕ, "Звенигово" аш-какай комбиначĕн лавккипе киоскĕ) тата "Башмачок" атă-пушмак мастерскойĕ. 2014 çулта канмалли кунсенче 52 ярмăрккă ирттернĕ, унта 800-е яхăн суту-илỹ вырăнĕ туса панă. Унсăр пуçне кашни кунах "Симĕс пасар" суту-илỹ вырăнĕ ĕçлет, унта район çыннисем хăйсен хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие сутма пултараççĕ. Района инвесторсене илĕртес, вĕсене хамăр пата явăçтарма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе пушă объектсем тата çĕр участокĕсем пăхса хутăмăр. "Сура" автоçул хĕрринче вырнаçнă май вĕсенче тĕрлĕ производство йĕркелеме май пур.

НФЦ-на 6928 çын килчĕ

2014 çулта Нумай функциллĕ центра пулăшу ыйтма районта пурăнакан 6928 çын килчĕ, консультаци илме _ 6803. Федераллă органсенчен пулăшу ыйтма _ 2073 çын (30 процент), республикăри тытăмсенчен _ 3157 (45,5 процент). Муниципаллă пулăшусем илме 1698 çын (24,5 процент) килчĕ. Пĕр специалист кунне 18 ĕç пăхса тухать.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи Çырăвĕнчен:

"...Юлашки çулсенче респуб-ликăра нумай функциллĕ 27 центр _ НФЦ йĕркеленĕ. Вĕсен тĕллевĕ _ патшалăх е муниципалитет пулăшăвне илес текен граждансене тĕрлĕ справкăна илессишĕн инстан-цисем тăрăх çỹресрен хăтарасси. 2014 çулта кăна нумай функциллĕ центрсене патшалăх тата муниципалитет паракан 150 тĕслĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме ыйтса 290 пин çын пынă. Ялта пурăнакансем те 7 пине яхăн консультаци тата 232 тĕслĕх библиотека никĕсĕ çинче йĕркеленĕ "чỹречесенче" патшалăхăн тата муниципалитетăн 1400 пулăшăвне илнĕ. 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне эпир республикăра пурăнакансен 68 проценчĕ патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсене "пĕр чỹрече" йĕркепе илме пултарассине тивĕçтертĕмĕр, çулталăк вĕçне НФЦ пулăшăвне халăхăн 90 проценчĕ илме пултарĕ. Пулăшу ĕçĕсене "пĕр чỹ-рече" йĕркепе тивĕçтерессине хастарлăн ĕçе кĕртекен муни-ципалитетсене палăртса хăварас тетĕп, вĕсем _ Шупашкар тата Канаш хулисем, çавăн пекех Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк районĕ-сем..."

Район больницине 35 миллион тенкĕлĕх юсарăмăр

Çакă халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхне ỹстерме пулăшать Эпир районта пурăнакансен сывлăхĕ çинчен те манмастпăр. Республикăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнетмелли программăпа килĕшỹллĕн юлашки икĕ çулта районăн тĕп больницине 35 миллион тенкĕлĕх юсаса çĕнетме пултартăмăр. Халĕ кунта хăтлă, çутă, çĕнĕ оборудовани те нумай. Реанимаци, хирурги тата терапи уйрăмĕсене паллама та çук. Сывалма килекенсем те больницăн çĕнĕ сăнĕпе кăмăллă. Кăçал тата инфекци уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттересшĕн. "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн района пурĕ 15 çамрăк специалист килчĕ. Çапла майпа эпир Чутай халăхне тахçантанпах пăшăрхантаракан ыйтăва: "Пирĕн район больници пĕтмĕ-ши?" _ тенине, татса патăмăр. Больница пулнă, пур, пулать. Фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ĕç те аван пырать темелле, юлашки вăхăтра районта икĕ ФАП - Туканашра тата Çĕн Атикассинче _ хута кайрĕ, çитес вăхăтра тата Анат Çĕрпỹкассипе Иккĕмĕш Хурашашра уçăлмалла. Çапла майпа эпир республика Пуçлăхĕн программине туллин пурнăçлатпăр.

Шкул спортзалĕсем çĕнелчĕç

Районти вĕренỹ тытăмне кĕрекен муниципаллă 17 вĕрентỹ организацийĕнче шкул умĕнхи пĕлĕве 585 ача илет, шкул пĕлĕвне _ 1456 ача, хушма пĕлĕве _ 918 ача. 2014 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 3-7 çулхи пур ачана та садике вырнаçтартăмăр. Хальхи вăхăтра садике çỹреме черетре виççĕ тултарман 179 ача тăрать. Хĕрлĕ Чутай салинче çĕнĕ ача сачĕ çĕкленсен (ăна тăвас ĕçе пуçăннă ĕнтĕ) çак черет самаях кĕскелĕ. Сăмах май, пĕлтĕртенпе ача садне черете электронлă майпа çырăнма пулать. Шкулта вĕренекенсем валли лайăх условисем туса парас тесе те чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. "Чăрмавсăр хутлăх" патшалăх программипе килĕшỹллĕн пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕрремĕш хутри урайне юсаса çĕнетрĕмĕр, пандуссемпе тата çĕнĕ алăксемпе тивĕçтертĕмĕр. Вĕренỹ тытăмне çĕнетмелли программăпа килĕшỹ-ллĕн Çĕн Атикасси, Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсенчи спортзалсенче те юсав ĕçĕсем иртрĕç, халĕ ку шкулсенче физкультура урокĕсем самаях çĕнелнĕ пысăк пỹлĕмсенче иртеççĕ. Çавăн пекех асăннă шкулсем спорт оборудованийĕсемпе те пуянланчĕç. Педагогика ĕçченĕсен шалăвĕ те ỹссех пырать, 2014 çулта вăл вăтамран 22480,8 тенкĕпе танлашрĕ. Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе районта 86 мероприяти ирттертĕмĕр, çав шутра 78-шĕ _ тĕрлĕ шайри олимпиадăсен районти тапхăрĕсем. Пирĕн район вĕренекенĕсем хăйсен пĕлĕвне республика шайĕнче те тивĕçлĕн кăтартма пултарчĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕ те республика тата Раççей шайĕнчи конкурссене çине-çинех хутшăнса çитĕнỹсемпе савăнтарать. Пирĕн малашнехи плансен шутне патшалăхăн пĕрлехи экзамĕнĕсенчи кăтартусене ỹстересси, вĕрентỹ ĕçне çамрăк специалистсене явăçтарасси, пур пепкене те ача садĕнче вырăнпа тивĕçтересси, йывăр лару-тăрури çемьесенчи çул çитмен ачасемпе ĕçлесси кĕреççĕ.

102-ĕн "Ĕç ветеранĕ" ят илчĕç

Паянхи куна социаллă хỹтлĕх пайĕ районта пурăнакан 6538 гражданина çăмăллăхсемпе, пособисемпе, тỹлевсемпе тивĕçтерет. Район территорийĕнче вара 16291 çын пурăнать, вĕсенчен 18-шĕ вăрçă участникĕ шутланать, 193-шĕ - арсăр арăм, 1246-шĕ _ инвалид, 38-шĕ _ хисеплĕ донор, 657-шĕ _ ял специалисчĕ, 2563-шĕ _ ĕç ветеранĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче нумай ачаллă 120 çемье учетра тăрать, тулли мар çемьесем _ 41, пĕччен амăшĕсем _ 199, опекунсемпе попечительсем _ 47, усрав çемьесем _ 53. Иртнĕ çул тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă 32 ачана хваттерпе тивĕçтертĕмĕр. Ачашăн тивĕçекен пособие уйăхсерен парса пыратпăр. Пур пособие тỹлеме иртнĕ çул 32 млн 508 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çулталăк хушшинче сахал тупăшлă 307 &¸емьене регистрацилерĕмĕр. Çавăн пекех районти нумай ачаллă çемьесем республикăри амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ. 2014 çулта пулăшăва 39 çемье илчĕ, иккĕшĕ çурт-йĕр туянма илнĕ кредита саплаштарма сертификатпа усă курчĕç. Саккунпа килĕшỹллĕн виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратнă (усрава илнĕ) 61 çемье уйăхсерен укçан пулăшу илсе тăрать, пĕтĕмĕшле 4 млн 767 пин тенкĕ тỹлерĕмĕр. Иртнĕ çул çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене 58 млн 288 пин тенкĕлĕх пулăшу патăмăр. "Ĕç ветеранĕ" ята районти 45 çын тивĕçрĕ, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята - 57. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хăтлă çуртпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Акă иртнĕ çул 7 çын çурт туянма (çĕклеме) алла сертификат илчĕ. 2014 çулта ялти 657 специалист коммуналлă тăкаксемшĕн тỹлемешкĕн уйăхсерен укçан пулăшу е компенсаци илсе тăчĕ, пурĕ 11 млн 383 пин тенкĕлĕх. Çавăн пекех сахал тупăшлă çемьесене çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тỹлемешкĕн субсиди паратпăр. Иртнĕ çул районти 499 çемье асăннă субсидие тивĕçрĕ. Пĕр çемье уйăхсерен вăтамран 672 тенкĕ илсе тăчĕ.

Çул-йĕр яка пултăр

2014 çулта районти çулсене пăхса тăма 24245,300 пин тенкĕ тăкакларăмăр (2013 çулхипе танлаштарсан 109 процент): - муниципаллă автоçулсене тытма _ 8589,961 пин тенкĕ; - муниципаллă автоçулсене юсама - 6414,839 пин тенкĕ, пĕтĕмпе _ 7131 тăваткал метр ; - ялсен чиккинчи пурте усă куракан автоçулсене тытма _ 2884,932 пин тенкĕ; - ялсен чиккинчи пурте усă куракан автоçулсене юсама _ 5202, 438 пин тенкĕ, пĕтĕмпе 2,75 километр çула (2013 çулта _ 1,67 километр) юсарăмăр; - нумай хваттерлĕ çуртсен кил картишĕнчи территорийĕсене, урамсене кĕмелли çулсене юсама (пĕтĕмпе _ 953 тăваткал метр) _ 1153,130 пин тенкĕ: республика бюджетĕнчен _ 1048,300 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран _ 104,830 пин тенкĕ; 2,75 километр çула вак чулпа хытартăмăр (2013 çулта _ 1,67 километр). Палăртнă пур ĕçе те туллин пурнăçларăмăр. Районта 151,423 километр муниципаллă автоçул шутланать. Автоçулсене çак подрядчиксем пăхса тăраççĕ: "Резон" ХАО - 99,473 км, "Шумерлинская" ДПМК" ТЯО - 2 км, "Техник"ТЯО _ 9,537 км, "Арман" ХФХ _ 30,793 км, "Нива" ЯХПК _ 9,52 км. Пĕтĕмпе 4,4 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрлерĕмĕр, планпа пăхнин 100 проценчĕ чухлĕ. Çулсене хĕллехи кунсенче пăхса тăма 32 единица техника уйăрса патăмăр. Паянхи куна 30 техника (94 процент) ĕçе пуçăнма хатĕр. 2015 çулта çак ялсенче автоçулсем тума планлаççĕ: Шуккакассинче (0,937), Ачкассинче (1,158), Карăкçырминче (1,210), Туканашри Сад урамĕнче (2,032), Питĕркассинчи Свердлов урамĕнче (0,847), "Элĕк _ Кив Атикасси" _ "Сура" _ Сĕнтĕкçырми" çула (0,900), Туктамăшри Çырма урамĕнче (0,365).

Виçĕ клуб çĕнелсе пуянланчĕ

2014 çул _ Культура çулталăкĕ _ пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ теме те юрать пулĕ, мĕншĕн тесен вăл районта пурăнакансемшĕн тĕрлĕ мероприятисемпе тата пулăмсемпе асра юлчĕ. Йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсем те чылай иртрĕç, республика тулашĕнчи татат ют çĕр-шыври артистсем те района килсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хамăрăннисем те тĕрлĕ çĕре тухса çỹрерĕç. Пĕлтĕр пирĕн район Культура территорийĕ пулчĕ-çке. Пĕлтĕр асра юлнă пулăмсем шутне районти виçĕ клуба çĕнĕ сăн кĕнине кĕртмелле. Республика Пуçлăхĕн культура çурчĕсене аталантармалли мерăсем çинчен калакан Указĕпе килĕшỹллĕн Тралькассинчи, Кив Атикассинчи тата Питĕркассинчи Культура çурчĕсем çĕнелсе тĕрлĕ оборудованипе пуянланчĕç. Районта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме тата вĕсене физкультурăпа, спортпа туслашма "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ пулăшать. Пĕлтĕр кунта пурĕ 56 мероприяти иртрĕ, унта районта пурăнакансем хаваспах хутшăнчĕç. Тăтăшах физкультурăпа тата спортпа туслисен шучĕ районта 6043 çынна çитрĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 1,8 процент ытларах. Çакна уйăхсерен иртекен Сывлăхпа спорт кунĕсем те те çирĕплетеççĕ.

Продукци сутса тунă тупăш 150 миллион ытла тенкĕпе танлашрĕ

Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем япăх мар ĕçленине пула хуçалăх продукцине сутса тунă тупăш 150 миллион та 50 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çакă 2013 çулхинчен 38 миллион та 50 пин тенкĕ нумайрах. Çулталăкри таса тупăш 36 миллион та 288 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен тупăшлă ĕçлекеннисем 7 (64 процент), тăкаклисем _ 4 (36 процент). Ял хуçалăхĕнче вăтамран 236 çын ĕçлет. Иртнĕ çулхи 11 уйăхри вăтам ĕç укçи пĕр ĕçчен пуçне 12 пин те 294 тенкĕпе танлашрĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 127 процент, республика шайĕнче _ 97 процент). Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç укçипе район ытти районсем хушшинче 13 вырăнта тăрать. 2014 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем федераллă бюджетран 35 миллион та 196 пин тенкĕлĕх субсиди, республика бюджетĕнчен 15 миллион та 903 пин тенкĕ (13 миллион та 600 тенкĕ ытларах) субсиди илчĕ. Хуçалăхсен пĕчĕк формисене аталантарас тĕллевпе район иккĕмĕш хут "Ĕç пуçаракан фермерсене пулăшасси" программăна хутшăнчĕ. 2014 çулта районти пур категориллĕ хуçалăхсен ял хуçалăх культурисене акмалли лаптăк 16465 гектарпа (100,1 процентпа) танлашнă, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсен _ 10914 гектар (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 66 проценчĕ) тата хресченпе фермер хуçалăхĕсен 1441 гектар (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 9 проценчĕ). Иртнĕ çул ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕ-ллĕ культурăсене 4380 гектар çинчен пуçтарса илчĕç. Пĕтĕмпе 9013 тонна тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр (2013 çулта _ 7888 тонна). Пĕрчĕллĕ культурăсен вăтам тухăçĕ районĕпе илсен гектар пуçне 20,6 центнерпа танлашрĕ (2013 çулта _ 18,1 центнер). Планпа пăхса хунă тăрăх район иртнĕ çул 13 пин тонна тĕш тырă илме тĕллев лартнăччĕ. Анчах та хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем ("Асамат", "Телей", "Дар-Бройлер" ТЯО-сем, "Сура" ЯХПК) производство ĕç-хĕ-лне пăрахăçланă сăлтава пула плана тултарма май килмерĕ. Çĕр улмие тата пахча çимĕçе районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 1874 гектартан пуçтарса кĕртрĕç. Унтан 18,3 гектарĕ ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресченпе фермер хуçалăхĕсен. Пĕтĕмпе 18,6 пин тонна çĕр улми тата 8,4 пин тонна пахча çимĕç пуçтарса илчĕç. Хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 3,8 пин тонна утă, 8,3 пин тонна сенаж тата 4,0 пин тонна силос хатĕрлерĕç. Пĕр условнăй выльăх пуçне 25 центнер апат (2013 çулта _ 24,5 центнер) янтларĕç. 2015 çулхи тухăç валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1586 гектар акса хăварчĕç. Кĕрхи çĕртме ĕ&¸ĕсене 2593 гектар пурнăçларĕç (2013 çулта _ 1330 гектар). Çур аки валли çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне кĕлете 879 тонна (110,3 процент) хывса хăварчĕç. Вĕсенчен 843 тоннине тĕрĕсленĕ, унтан 510 тонна вăрлăх кондициллĕ (60 процент).

Паянхи кун ял хуçалăх производствинче хальхи саманари çĕнĕ йышши пысăк хăватпа ĕçлекен тенхникăпа усă курасси сарăлса пырать. 2014 çулта кун пек 33 единица ял хуçалăх техники (вăл шутра 4 трактор, 1 комбайн) пĕтĕмпе 17,1 миллион тенкĕлĕх туянчĕç.

Планпа кăçал районти ял хуçалăх апатне туса илекенсем пĕрчĕллĕ культурăсене 6500 гектар, çĕр улми 19 гектар, выльăх апачĕн культурисене 6381 гектар акса, лартса ỹстерме палăртаç&¸ĕ.

Ашпа сĕт туса илесси ỹсрĕ

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 9901 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра 4980 пуç ĕне шутланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх шучĕ 2375 пуç (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 101,4 процент). Выльăх-чĕрлĕх хисепĕ районти хресченпе фер-мер хуçалăхĕсенче 2013 çулпа танлаштарсан 83 пуç нумайланчĕ, 173 пуçа çитрĕ. Ĕнесен шучĕ 44 пуç хушăнса 124 пуçа çитрĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен чĕрĕ виçепе аш-какай илесси ял хуçалăх предприятийĕсенче 106,4 процентпа е 782,85 тоннăпа танлашрĕ. Аш-какай илесси уйрăмах "Коминтерн" ЯХПК-ра ỹсрĕ, унта иртнĕ &¸улхинчен 130,5 тонна ытларах аш илчĕç. Палăртмалла, хуçа-лăхăн аш производстви район шайĕнче 78 процент йышăнать. Ял хуçалăх предприятийĕсем ĕнесенчен сĕт суса илессипе те ỹсĕмлĕ ĕçлерĕç. Иртнĕ çул вĕсем 4210,2 тонна (115 процент) сĕт илчĕç. Çавăн пекех ĕнесен продуктивлăхĕ те ỹсрĕ. Иртнĕ çул акă районĕпе кашни ĕне вăтамран 4508 килограмм сĕт панă, çакă 2013 çулхинчен 1008 килограмм ытларах. Сăвăмпа малти вырăна "Коминтерн" ЯХПК йышăнать, унта пĕр ĕнерен 5737 килограмм сĕт илнĕ. Çапла районти пĕтĕмĕшле сĕт производствин 57 проценчĕ шăпах çак хуçалăхăн. "Свобода" колхоз та ĕне пуçне сĕт илессипе пилĕк пин чиккинчен каçрĕ, 5475 килограмм суса илчĕ (2013 çулта _ 5003 килограмм). "Нива" ЯХПК-ра сăвăм 4564 килогрампа (2013 çулта _ 4430 кг) танлашрĕ.

Продуктивлăха ỹстерсе пынипе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсем мăйракаллă шултра выльăх тата сыснасен кĕтĕвне çĕнетсе хушăнтарса пыраççĕ. Выльăх пăхакансем 100 пуç ĕнерен 79 пăру (2013 çулта _ 73 пуç), 5201 çура (2013 çулта _ 4599 пуç) илчĕç. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 716 грамм (2013 çулта _ 710 грамм) ỹт хушнă. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕ-сем сĕт лайăх паракан ăратлă 11 ĕне тата таварлăх 204 выльăх, 31 пуç сысна туянчĕç.

2015 çулхи тĕп задачăсем:

- Мăйракаллă шултра выльăхсен шутне упраса хăварасси, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн производствин продуктивлăхне ỹстересси. - "2013-2020 çулсенче Чăваш Республикин апат-çимĕçĕн, чĕр таварăн, ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелесси тата ял хуçалăхне аталантарасси" патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен Килĕшỹре пăхнă кăтартусене пурнăçласси. - "Нива" ЯХПК-ра 200 пуç ĕне валли (инвестици сумми _ 3 миллион тенкĕ) ферма реконструкцилесси тата модернизацилесси. Кунта сĕт производствин калăпăшĕ 200 тонна таран хăпарма кирлĕ. _ "Свобода" колхозра 100 пуç ĕне валли (инвестици сумми _ 2 миллион тенкĕ) ферма реконструкцилесси. Ку фермăра сĕт производствин калăпăшĕ 100 тонна таран ỹсĕ. - "Туканашри Бройлер" ТЯО-ра тăватă цех реконструкцилесси (45 миллион тенкĕ _ кредит укçи, 5 миллион тенкĕ _ харпăр хăйĕн). "Туканашри Бройлер" ТЯО-на тулли хăватпа ĕçлеттесе ярсан унти чăх ашĕн производстви çулталăкра 220 тоннăпа танлашĕ. - Н.И.Лисаев фермер - уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче 400 пуç ĕне валли ферма тăвасси (90 миллион тенкĕ _ кредит укçи, 12 миллион _ харпăр хăйĕн). - А.В.Мурайкин фермер - уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче 100 ĕне валли ферма тăвасси (инвестици сумми 15 миллион тенкĕ). - А.В.Устинов фермер - уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче 100 ĕне валли ферма тăвасси (инвестици сумми 15 миллион тенкĕ).

Çурт-йĕр хăпартатпăр

"Раççей гражданĕсене _ хăтлă çурт-йĕр" программăпа килĕшỹллĕн 2014 çулта районта 10300 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута ятăмăр, вăл шутра Хĕрлĕ Чутай салинче нумай хваттерлĕ тăватă çурт. "Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтересси" çумпрограммăпа килĕшỹ-ллĕн 2011-2015 çулсенче пурăнмалли пỹлĕм туянма (çĕклеме) районти тăватă çемьене социаллă тỹлевсем патăмăр, пĕтĕмĕшле сумма _ 2365,53 пин тенкĕ (пур шайри бюджет укçи-тенкипе иртнĕ çулхинчен 136 процент ытларах). 2015 çулта асăннă çумпрограммăпа килĕшỹ-ллĕн районти тата пилĕк çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çумпрограммăна районти 126 çемье кĕчĕ. Республика пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ипотека илнĕ 22 çамрăк çемье кăçал пулăшăва (кредитăн процент ставкине тăватă процент чухлĕ республика бюджетĕнчен тỹлеççĕ) тивĕçмелле. "Раççей çемйине кил-çурт" программăпа килĕшỹ-ллĕн район администрацийĕ пĕр çемьерен заявлени йышăнчĕ. Асăннă çемье Шупашкар хулинче эконом класлă çурт (пĕр тăваткал метрĕ 30 пин тенкĕ тăрать) илĕ. "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта яллă территорисене çирĕп аталантарасси" программăпа иртнĕ çул районти 7 граждан тата 7 çемье пурăнмалли çурт туянма (çĕклеме) федераллă тата республика бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 6665,48 пин тенке тивĕçрĕ.

2015 çулта тата 24 хваттерлĕ çурт тума палăртрăмăр, вĕсенчен 18-шĕ _ пĕр пỹлĕмлĕ хваттер, 6-шĕ _ икĕ пỹлĕмлĕ. РТП территорийĕнчи 5-мĕш, Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнчи 15-мĕш çуртсен тăррине юсарăмăр, пĕтĕмĕшле сумма _ 2135,034 пин тенкĕ. Даннăйсене "Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх реформи" тытăма кĕртетпĕр. Çавăн пекех "Энергие перекетлесси тата энергетика тухăçлăхне ỹстересси" программăпа автоматизациленĕ тытăмра усă курнă энергоресурссем пирки отчет паратпăр. "Граждансене авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси" программăн пĕрремĕш тапхăрĕ вăхăтра вĕçленчĕ. Виçĕ авариллĕ çуртран 10 çемье хăтлă хваттере пурăнма куçрĕ. 2015 çулта район территорийĕнчи пурăнмалли пỹлĕ-мсен пĕтĕмĕшле пурлăхне кĕске хушăра юсамалли плана йĕркелесе йышăнма палăртрăмăр.

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ хатĕрленĕ.

¸ ¸¸¸¸2013-2020

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика