04 февраля 2015 г.
Пурте пĕлетпĕр, пирĕн район ял хуçалăх районĕ шутланать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕ-нчи лару-тăру çăмăлах мар, паллах. Арканнă, юхăннă, саланнă хуçалăхсем те пур, ун пеккисем вара _ çĕр-шывĕпех. Ял хуçалăхĕ районта пачах пĕтсе ларнă текенсем йăнăшаççĕ. Çак сăмах-юмах халăх ял хуçалăхĕ пирки информаци сахал пĕлнипе çыхăннă пулас.
Вулакана пĕлме республика даннăйĕсене илсе кăтартатăп. Танлаштарура çеç тĕрĕслĕхе, чăннине курма пулать. Сăмахран, республикăри 21 районтан пур ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕ-рлĕх шучĕпе (2375 пуç) пирĕн район варринче тăрать, шултра выльăх шучĕн ỹсĕм хăвăртлăхĕпе республикăра улттăмĕш вырăнта (101,4 процент), сыснасен хисепĕн ỹсĕмĕпе _ иккĕмĕш (112 процент). Çав хушăрах Сĕнтĕрвăрри районĕнче _ 593, Çĕмĕрле районĕнче _ 463, Вăрмар районĕ-нче _ 329, Куславкка районĕнче 96 пуç выльăх кăна юлнă. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн хуçалăхсем выльăхсен кĕтĕвне çĕнетсе улăштарса, хушса пыма тăрăшаççĕ. Выльăхсен продуктивлăхĕ хăпарса пырать, ĕнесенчен сĕт суса тата аш-какай туса илес ỹсĕм хăвăртлăхĕпе район виççĕмĕш тата улттăмĕш вырăнсене йышăнать. Район ертỹçисен шучĕпе, кăтартусем япăхах мар. Апла пулсан пĕтсех лартăмăр тесе калама иртерех.
Районта "Коминтерн", "Свобода", "Нива", Н.Лисаев фермер хуçалăхĕ-сем ура çинче çирĕп тăраççĕ, инвестицисемпе анлă усă курса çултан-çул аталанса пыраççĕ. Кăçал акă темиçе ял хуçалăх предприятийĕнче тата хресченпе фермер хуçалăхĕнче фермăсем тăвас енĕпе пысăк ĕçсем пуçланмалла. Районти тахçан ĕçпе кĕрлесе тăнă хуçалăхсен пушă объекчĕсене (фермăсене, хранилищĕсемпе складсене) те яланлăхах çакăн пек шăпа кĕтессе ĕненес килмест. Н.Лисаев пек пуçаруллă çынсем тупăнасса, сывлăш вĕрсе кĕртессе, вĕсенче çĕнĕ пурнăç вĕреме пуçласса шанас килет. Ĕçлеме ỹркенмен çынсене патшалăх нихăçан та тĕксе ямĕ, пулăшма тăрăшĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"