04 февраля 2015 г.
Иртнĕ шăмат кун районта "Физкультурăпа спорта аталан-тарасси", "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен çирĕп аталантарасси" патшалăх программисемпе килĕшỹллĕн Ялти хĕллехи спорт вăййисем иртрĕç. Кăçал вăйăсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине тата оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне халаллама йышăннă. Палăртмалла, ял вăййисенче уйрăмах Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Ачкасси, Хусанушкăнь, Питĕ-ркасси тата Тралькасси ял тăрăхĕ-сенче пурăнакансем активлăх кăтартрĕç. Ялта пурăнакансем, ял хуçалăх производствинче, агропромышленность комплексĕн предприятийĕсемпе организацийĕсенче, социаллă сферăра тăрăшакансем йĕлтĕ-рпе чупас, кире пуканĕ çĕклес, шашкăлла, шахматла выляс, ĕне сумалли аппарата сỹтсе пухас енĕпе тата ытти ăмăртусенче вăй виçрĕç. (Тĕплĕнрех _ çитес номерте).
Альбина ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"