04 февраля 2015 г.
Февралĕн 1-мĕшĕнчен районта пурăнакан 5398 çыннăн пенсийĕ ỹсрĕ, республикăра _ 329 пин çыннăн. Районта пурăнакансен ватлăх çитнипе илекен пенси виçи вăтамран 969 тенкĕ те 34 пус ỹсрĕ, республикăра _ 1 пин те 200 тенкĕ. Патшалăх софинансированийĕн программи Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче пенсин патшалăх софинансированийĕн программине кĕр-тессине вĕçленĕ. Унта хутшăнма ĕлкĕрнисен ăна "активизацилеме" кăçалхи январь уйăхĕн 31-мĕшĕччен малтанхи взноса хывмаллаччĕ. Çулталăкра 2 пин тенкĕ-рен кая мар тỹлесен патшалăх асăннă программăна кĕнĕ чухне пенси илсе тăманнисен тата пенсионерсен унта 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен хывнă взносĕ-сене 10 çул икĕ хут ỹстерме шантарать. Кашни хăй суйлать 1967 çулта тата унран каярах çуралнă граждансем пенси правине йĕркелемелли варианта _ е страховани тата пухăнса пыракан пенсисене, е страхованиллине кăна _ суйларĕç. Вĕсем çулталăкра пухнă балсене (чи пысăкки _ 10) çакă тỹрремĕнех витĕм кỹрет. Енчен те харăсах страховани тата пухăнса пыракан пенсисене йĕркелес-тĕк ку кăтарту 6,25-пе танлашать. Вĕсен тỹписене палăртнă чухне çакна асра тытмалла: страховани шутланаканнине патшалăх инфляци шайне кура шанчăклăн ỹстерет, пухăнса пыраканнине патшалăхăн шутланман пенси фончĕ финанс рынокĕнче инвестицилет _ тупăшĕ çакăнпа çыхăннă, апла-тăк тăкак тỹлесси те сисчĕ-влентермелле. Çакна та палăртмалла: пенсипе тивĕçтермелли хăш варианта суйланине пăхмасăр 2015 çулта граждансен прави страхованилли енĕпе кăна йĕркеленет.
Пухăннă укçа тỹлевĕ
Пенси валли пухăннă укçана тỹлесси кăçал малалла тăсăлать. Çакнашкал нухрат пур гражданин пенсионер пулсан е пенсие тухмалли право илсен ăна тивĕçмешкĕн РФ Пенси фондне каймалла (енчен те пенси валли пухăнакан укçана патшалăхăн шутламан фонд урлă йĕркелесен _ асăннă тытăма). Пĕр хут паракан тỹлеве ыйтмалли вăхăт тĕлĕшпе кăçал улшăну кĕртнĕ: ăна 2015 çулта тивĕçсен тата тепĕр 5 çулсăр памаççĕ. Çак йĕрке чи малтанах пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакан пенсионерсене пырса тивет.
Валентина СМИРНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"