АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăмах ĕççĕррисем преступлени тăваççĕ

04 февраля 2015 г.

 2014 çулта районти полици уйрăмĕ пĕтĕмпе район территорийĕнче пулнă 162 преступление регистрацилерĕ, ку кăтарту малтанхи çулхинчен 11,5 процент сахалрах (183 пулнă). Преступленисен тытăмне тишке-рес пулсан, пысăках мар йывăр прес-тупленисем 58 процентпа, вăтам йывăр преступленисем 24 процентпа, питĕ йывăррисем 15,4 процентпа танлашаççĕ. Пĕтĕмпе иртнĕ çул 141 преступление тĕпчерĕмĕр, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 16,6 процент сахалрах. Çавăн пекех полици ĕçченĕ-сем çулталăк хушшинче 2734 ыйтăва тата пулса иртни çинчен пĕлтернине регистрацилерĕç, çакă малтанхи çак тапхăртипе танлаштарсан 5,6 процент сахалрах. РФ УПК-н 144-145 статйисемпе килĕшỹллĕн 620 ыйтăва тата преступленисем çинчен пĕлтернине пăхса тухрăмăр.

Профилактика ĕçĕ

Йĕрке пăсакансемпе профилактика ĕçне ирттересси полици уйрăмĕ тытса пыракан çул-йĕртен пĕри пулса тăрать. Профилактика мероприятийĕсене район-ти тĕллевлĕ программăсемпе пурнăçласа пыратпăр. Ку тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, профилактика канашĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, учрежденисемпе организацисенче тăтă-шах рейдсем, тĕрĕслевсем, право енĕпе калаçусем ирттеретпĕр. Профилактика ĕçне йĕркелесе пырат-пăр пулин те саккуна пăсакансем çук мар: çул çитмен çамрăксем _ 5 (2013 çулта _ 7), ĕçсĕррисем _ 93 (127), малтан саккуна пăснисем _ 70 (80), ỹсĕрле 71 преступлени турĕç. 26 преступление обществăлла вырăнсенче шута илтĕмĕр. Урамра тунă преступленисен шучĕ 16-па танлашать. Ытларах сотовăй телефонсене, автомаг-нитолăсене, мопедсене, велосипедсене вăрлани тĕл пулать. Наркотиклă хатĕрсене (2) тата пăшалсене (1) саккунсăр çаврăнăша кĕртнĕ енĕпе те преступленисем регистрацилерĕмĕр. Преступленисене уçасси Иртнĕ çул пĕтĕмĕшле преступленисен 91,6 процентне уçрăмăр. Ку çитменлĕх: преступленисене уçса парасси малтанхи çулхинчен 0,2 процент чакрĕ. 13 преступлени (2013 çулта _15) уçăмсăр юлчĕ. Пурлăхпа çыхăннă вăрă-хурахла преступленисен шучĕ кăштах сахалланчĕ. Преступленисене çийĕнчех тĕпчесе пĕлес, уçса парас тĕлĕшре следствипе оперативлă ушкăн преступлени пулнă вырăна вăхăтра çитни пĕлтерĕшлĕ. Çапла "вĕри йĕр" тăрăх пĕр преступление уçрăмăр.

Эрех картран кăларать

Районти кашни иккĕмĕш-виççĕмĕш преступлени эрех ĕçсе пуçа минретнипе пулать. Алкоголе пула тунă преступленисен шучĕ 71-пе (2013 çулта _ 79) танлашать. Шырав тата хыпарсăр çухални Асăннă отчетлă тапхăрта шыравра 10 преступник пулчĕ, иккĕшĕ халĕ те шыравра. Çавăн пекех полици хыпарсăр çухалнă тăватă çынна шырарĕ, вĕсем ăçта пулни паллă мар. Тăванĕсемпе çыхăну татнă виçĕ çын та шыравра шутланчĕ, вĕсенчен пĕрине кăна тупма пултартăмăр. Район территорийĕнче "Хăрушлăхсăр хула" тытăма хута янă, 10 видеокамера ĕçлет. Видеокамерăсене дежурнăй чаçĕн мониторĕсемпе çыхăнтарнă. Унсăр пуçне ăна полици уйрăмĕнче те, унăн йĕри-тавра та вырнаçтарнă. Полици уйрăмĕнче тăрăшакансем малашне те районта пурăнакансен хăрушсăрлăхне сыхлас, преступлени шутне чакарас, йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçне вăйлатас тĕллевпе ĕçлесе пырĕç.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика