04 февраля 2015 г.
Иртнĕ çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче, 11 сехет те 40 минутра, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчи Çĕнтерỹ урамĕнче пурăнакан И. услам тăвас шухăшпа А. гражданина 150 тенкĕпе пĕр кĕленче эрех сутнă. Алкоголь продукцийĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăтартнине пĕлсех вĕт. 486 миллилитр хаяр шĕвек 41,3 процент этил спиртĕ-нчен тата фенилэтанолран тăнă. Сутнă алкоголь продукцийĕ Патшалăх стандарчĕ ыйтнипе пĕр килмен. Енкĕлт ялĕнчи Тĕп урамра пурăнакан К. та эрех сутса пуяс тенĕ, А. гражданина 150 тенкĕпе 486 миллилитр хаяр шĕвек тыттарнă. Асăннă шĕвек те пахалăхĕпе палăрман: вăл 34,6 процент этил спиртĕ-нчен тата наркăмăшлă хутăшсенчен _ фенил-этанолпа метанолтан _ тăнă. Çак хутăшсем çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулни паллă ĕнтĕ. Саккуна пăхăнманшăн çỹлерех асăннă гражда-нинсен административлă явап тытма тивет.
Е.ЕМЕЛЬЯНОВ, Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"