АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр харăс икĕ стипенди илсе тăрать

06 февраля 2015 г.

Пурах, пур пирĕн тăрăхра хастар та маттур çамрăксем, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе районта кăна мар, республика шайĕнче те палăрма пултарнисем! Акă, пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче кăна-ха Питĕркассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Николай Мидушкин республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн шкулсенче аван вĕренекен ачасене паракан стипендине тивĕçни паллă пулнăччĕ. Çак кунсенче вара маттур яш республика Пуçлăхĕн тепĕр стипендине _ пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă çамрăксене параканнине _ тивĕçнине пĕлтĕмĕр. Çапла майпа вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан, çĕннипе кăсăкланакан, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнакан Николай Мидушкин кăçал пĕр харăс икĕ стипенди илсе тăрĕ. Коля _ пур предметпа та лайăх вĕренекенсен йышĕ-нчен: чăваш чĕлхипе тата литературипе пулакан "Чĕвĕлти чĕкеç" олимпиадăра та тăтăшах малти вырăнсене йышăнать, математикăпа иртекен олимпиадăсенче те палăрать. Спортпа та туслă вăл, тĕрлĕ кружоксенче пултарулăхне туптать. Пĕрле вĕренекенсем Кольăна хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен вăл яланах пурне те пулăшма хатĕр. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне аслисене хисеплеме, ĕçе юратма, ырă кăмăллă та яваплă пулма вĕрентсе ỹстереççĕ. Шăпах çакă пулăшать те пулĕ Кольăна ỹсĕм çулĕпе утма.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика