АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсем чутайсене йỹнĕ хваттер шантарнă

06 февраля 2015 г.

2009 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин ШĔМ-н дежурнăй чаçне пĕр хĕрарăм хăйне 250 000 тенкĕ таран улталани пирки пĕлтернĕ. Çакна малтанласа тĕрĕсленĕ вăхăтрах улталаннă çынсем Шупашкарта, Хĕрлĕ Чутайра татах тупăннă. 2008 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче 40 çулхи арçынпа 47-ри хĕрарăм, А.-па В., пĕр-пĕринпе ют пурлăха пĕçертсе пуйма калаçса татăлнă. Шупашкарта пурăнакан К. шанчăкне кĕрсе йỹнĕ хакпа виçĕ хваттер 550 000 тенкĕпе, 650 000 тенкĕпе тата 700 000 тенкĕпе туянма пулăшатпăр тесе шантарнă, унтан 1 195 000 тенкĕ илнĕ. Хĕрарăма суя хваттерсене кайса кăтартнă. 2009 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче А.-па В. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Я.-на 250 000 тенкĕпе хваттер шантарнă. Хĕрарăма тата çемье членĕсене тĕп хулари тĕрлĕ адреспа вырнаçнă пилĕк хваттере кăтартнă. Çакăн пекех январĕн 5-мĕшĕнче ултавçăсем Красноармейски районĕнчи пĕр хĕрарăма суйса унран 250 000 тенкĕ илнĕ. 2009 çулхи май уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Р.-а та йỹнĕ хваттер туянма пулăшатпăр тесе ĕнентернĕ. А.-па В. çынсен шанчăкне питĕ ăста тата хăвăрт кĕме пултарнă. Суя ĕç-пуçа чăн пек тума тăрăшса хăйсене артистсенчен кая мар тыткаланă. Çапла ултавçăсем К.-на 1 195 000 тенкĕ, Я.-на 150 000 тенкĕ, И.-на 250 000 тенкĕ, Р.-а 107 000 тенкĕ тăкак кỹнĕ. Ултавçă арçынна 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Сыктывкар хулинче полици сотрудникĕсем тытнă, ăна пирĕн районти полици уйрăмне илсе килчĕç. Арçын туртăнкаласа тăнă хыççăн хăйĕн айăпне йышăнчĕ. Çавăн пекех вăл ниçта та ĕçлеменнине, пилĕк çул хушши Сыктывкарта тара панă хваттерте пурăннине, вĕсене тăтăш ылмаштарнине пĕлтерчĕ. Халĕ унпа пĕрле пурăннă, çынсене улталаса çỹренĕ В.-на шыратпăр. Çитес вăхăтра А.-па çыхăннă уголовлă ĕçе суд пăхса тухĕ.

Р.ПУДОВА, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика