06 февраля 2015 г.
Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен Светлана Вячеславовна Яруткинана таврара ырă ятпа пĕлеççĕ. Вăл - виçĕ ача амăшĕ, шанчăклă мăшăр, пултаруллă вĕрентекен, музыкант, юрăçă, обществăлла корреспондент, поэт, ырă кăмăллă хĕрарăм... Светлана Вячеславовна 1955 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Тури Çĕрпỹкассинче çуралнă. Тăван ялти сакăр çул вĕренмелли, Хусанушкăнчи вăтам шкулсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Хусанушкăнь шкулĕнче 1972 çултанпа ĕçлет: малтанах аслă вожатăй пулнă, 1975 çултан пуçласа паянччен чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентнĕ май музыка урокĕсене те ертсе пырать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех поэзипе кăсăкланнăскер, Светлана Вячеславовна хăйĕн сăввисемпе юрăсем кĕвĕлет. Район хаçатĕ-нче те унăн тĕрлĕ статйи, очеркĕ, тĕрленчĕкĕ кун çути курчĕ. Сăввисем те районта тата республикăра тухса тăракан хаçат-журналта, тĕрлĕ кĕнекесенче, сăвăсен пуххисенче кун çути курчĕç. Светлана Яруткина-Салам хăй те тăватă кĕнеке _ "Ăшри туйăмсем", "Сăвăсемпе юрăсем", "Илемлĕх ытамĕ", "Халап хапха тăрринче" _ авторĕ. Тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене те тăтăшах хутшăнать Светлана Яруткина, малти вырăнсене йышăнать. Ял тăрăхĕн пурнăçĕнчен те аякра юлмасть, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн концерчĕсене хутшăнать, ялти артистсене пултарнă таран пулăшать. Светлана Яруткина _ ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тата Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсен пĕрлештернĕ Союзĕн членĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тĕрлĕ шайри хисеп хучĕ-семпе медальсем те чылай унăн. Шкул саккинченех спортпа туслă пулнăскерĕн, шкул тата район чысне спорт ăмăртăвĕсенче хỹтĕ-ленĕскерĕн ку енĕпе те наградăсем пур. Светлана Вячеславовнăпа Сергей Николаевич Яруткинсем 1982 çултанпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăрĕ шкулта физика тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура. Ывăлĕсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, аслипе вăтамми Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ.
Галина ЗОТОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"