АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

06 февраля 2015 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çапса аркатнă çĕре хастар хутшăннă, пуçĕсене хунă ентешсене эпир яланах ырăпа асăнатпăр, хамăр хушăра пурăнакансене сума сăватпăр. Çак статьяра эпĕ Туктамăш ялĕнчи Тури урамра кỹ-ршĕллĕ килсенче пурăннă, чылай çул пĕрле ял хуçалăх управленийĕнче вăй хунă икĕ хастар салтак кун-çулĕ çинчен çырса кăтартас терĕм.

Василий Алексеевич Моложин, 1918 çулта çуралнăскер, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăрçă пуçланнă çул çуркунне Чулхулари ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра лекнĕ. Çапла çĕр ыйтăвĕпе ĕçлекен специалист пулма хатĕрленнĕ чăваш каччине пĕр çулталăклăх артиллериста вĕренме янă. Унтан лейтенант званине парса вăрçа ăсатнă. 1942 çулхи çулла фронтри лару-тăру питĕ йывăр пулнă, тăшман кĕрсех пынă. Ун чухне пирĕн çарсем çĕнĕрен çĕнĕ хула хăварса Атăл юхан шывĕ патнелле чакнă. Василий Моложин офицер-артиллеристăн хаяр çапăçусем витĕр чылай утма тивнĕ. Батарея командирĕ пĕрмаях вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă, темиçе хут йывăр аманнă. Госпитальте сывалнă хыççăн вăл каллех малти рете тăнă. "Эпир, артиллеристсем, наступленире танксемпе пехота валли çул уçса пыраттăмăр", _ каласа паратчĕ Василий Алексеевич. Сталинграда ирĕке кăларнă хыççăн вĕсен полкĕ Воронеж, Харьков, Ленинград хулисемшĕн пыракан çапăçусене хутшăннă, Чехословаки çĕрĕ çине çитнĕ, кунтах çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Тăван киле таврăннă чухне унăн кителĕ çинче икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр тата ытти наградăсем çуталса тăнă. Мирлĕ пурнăçра фронтовик колхозра, унтан ял хуçалăх управленийĕнче тимлерĕ. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç.

Константин Владимирович Романов çĕр-шыва хỹтĕлеме хĕллехи сивĕ çил-тăманлă кунсенче, 1943 çулхи январь уйăхĕнче, тухса кайнă. Малтанах салтак фронта пынă çамрăксемпе çар ĕçне хăнăхнă. Тупа тунă хыççăн Ростов тăрăхне кĕçĕн командирсен курсне вĕренме янă. Ун хыççăн сержант-артиллерист çапăçусене хутшăнать. Вăл службăра тăнă III-мĕш Украина фрончĕн 1245-мĕш полкĕ яланах малта пулнă. Вĕсен тĕп тивĕçĕ тăшман танкĕсемпе миномечĕсене тĕп тăвасси пулнă. Тем те курса тỹсме тивнĕ расчет командирĕн. Уйрăмах вăл Корецнь-Шевченковский çапăçăвĕсем çинчен яланах аса илетчĕ. Ахальтен мар ăна иккĕмĕш Сталинград тесе каланă. Çав пысăк çапăçу 1944 çулта хĕлле пулнă. Вăл çулхине Украинăн кăнтăр районĕнче хĕл яланхи пек килмен. Çумăрсем, йĕпе юр пĕрмаях çуса тăнипе пĕтĕм тавралăх шурлăхри пек пулса кайнă. Малалла кайма питĕ хĕн пулнă. Çулсем çинче автомашинăсем пухăнса тăнă. Апат-çимĕçпе çар хатĕрĕсене танксемпе кăна кỹрсе тăма пултарнă. Анчах та вăхăт кĕтмен, хăвăртрах наступление кĕме хушнă. Артиллери полкĕ хаяр çапăçура фашистсене тĕп тума пулăшнă. Вăрçă çулĕ Константин Романова Молдова, Румыни, Болгари, Венгри çĕрĕсене илсе çитернĕ. Венгри çĕр-шывĕнче пĕрле ялта çитĕннĕ Кирилл Кириллович Еклаковпа тĕл пулнă. Çĕнтерĕве Константин Романов Австри çĕр-шывĕнче кĕтсе илнĕ. Киле таврăниччен çар тумĕпе унăн тата 7 уйăх çỹреме тивнĕ. Вăрçăра çапăçнăшăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Çапла, икĕ çывăх тус-юлташăн вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухни чун- чĕринче юлнă. Сăпайлăччĕ вĕсем, хăйсене нихăçан та мăн кăмăллă тытса курман. Вăрçă хыççăнхи вăхăт урăхларах пулнă май, награда хучĕ-сене арча тĕпĕнче усратчĕç, орден-медальсене уяв кунĕсенче те çакса тухмастчĕç. Чи пĕлтерĕшли вĕсемшĕн мухтанасси мар, киле сывă, тĕрĕс-тĕ-кел таврăнни хаклă пулнă. Çĕнтерỹ уявĕн кунĕнче ялан вĕсем йывăр вăхăтсене, пуç хунă юлташĕсене, "Волховоки" ятлă юрăри йĕркесене аса илетчĕç:

"Помним мы тех,

Кто командовал ротами,

Кто умирал на снегу,

Кто в Ленинград Добирался болотами,

горло ломая врагу..."

Тăван çĕр-шывшăн! Сталиншăн! - тесе черкке çĕклетчĕç.

Икĕ юлташ Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чăннипех чыслăн пурнăçланă. Ентешсен паттăрлăхне эпир нихăçан та манмăпăр. 

Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика