11 февраля 2015 г.
Иртнĕ эрнере, февралĕн 5-мĕшĕнче, районти Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕнче (малтанхи пек каласан _ Культурăпа кану центрĕ-нче) Раççейри Литература çулталăкĕ тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Паллă пулăмпа уява пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши саламларĕç. Литература çулталăкне кĕмелли уяв каçĕн программин сценарине районти библиотекăра тăрăшакансем аван хатĕрленине палăртас килет. Ертỹçисем те илемлĕн вырăсла та, чăвашла та калаçрĕç. Сцена çинче вырăс тата чăваш классикĕсен произведенийĕсенчи сыпăксене лартса, вуласа пани те питĕ кăмăллă, вырăнлă пулчĕ. Хамăр тăрăхри артистсен, пултарулăх ушкăнĕсен ташши-юрри те куракансен кăмăлне кайрĕ. Фойере хатĕрленĕ курав та чылайăшне илĕртрĕ. Çапла пулмасăр _ сĕтелсем çине сарса хунă кĕнекесен авторĕсем те кунтах-çке-ха. Вĕсемпе калаçма, пултарулăхĕпе кăсăкланма, асăнмалăх сăн ỹкерĕнме май пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, районта Литература çулталăкĕ пуçланчĕ. Апла пулсан, "кĕнеке - пĕлỹ çăл куçĕ", "вулани çынна шухăшлама хăнăхтарать" тенине ăша хывмалли вăхăт çитрĕ. Сăмахăма вара Валерий Муравьев çыравçă каланипе вĕçлес килет: "Культура çулталăкĕ Литература çулталăкне алă пачĕ. Эпир кăçал чăннипех чăн-чăн вулакансем пулса тăрăпăр-ши?"
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"