11 февраля 2015 г.
Иртнĕ шăмат кун, февралĕн 7-мĕшĕнче, районти Пĕрлештернĕ клуб тытăмĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ строительствăпа архитектура, коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе ĕç коллективĕсем хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ. Унта районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2015 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкернипе пĕрлех ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав сăмахне тата сехете тивĕçнисем:
- Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата районăн агропромышленность комплексне пысăк тỹпе хывнăшăн _ "Свобода" колхоз председателĕ Валериан Бромбин тата "Нива" ЯХПК директорĕ Владимир Мурайкин.
- Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçре палăрнăшăн _ Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Музяков.
- Ĕçри çитĕнỹсемшĕн татат нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн _ Атнарти вăтам шкул директорĕ Сергей Кудряшов.
Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине "Нива" ЯХПК-ан тĕп зоотехникĕ Лидия Крыцова тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене ятран паракан стипендине тивĕçнисем:
- Николай Мидушкин, Питĕркассинчи вăтам шкул вĕренекенĕ. - Анна Михеева, Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕ. - Елена Музякова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕ.
Тăлăх ачасене паракан хваттерсен уççисене тивĕçнисем: - Çĕн Ирчемесри Вячеслав Мокеев. - Мучикассинчи Юрий Офишкин.
"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятăн удостоверенине тивĕçнисем:
- Енкĕлтри Зоя Майорова, Хĕрлĕ Чутайри Валентина Романова тата Галина Спиридонова.
Виççĕмĕш ачашăн Чăваш Республикин амăшĕн (çемье) капиталне тивĕçнисем: - Упукушкăнчи Инга Осипова. - Пĕрремĕш Хурашашри Анна Якимова.
ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине нумай çул хушши пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн "Раççей ДОСААФ-ĕн" вырăнти уйрăмĕн мастерĕ Юрий Егоров тивĕçрĕ.
Ачасене вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан премине тивĕçнисем: - Надежда Тимакова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ. - Валентина Ядранская, Çĕн Атикассинчи шкул директорĕ. - Любовь Архипова, Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ. - Николай Фадеев, Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ. - Сергей Мигушкин, Атнар шкулĕн вĕрентекенĕ.
Аван вĕреннĕшĕн тата спортри çитĕнỹсемшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине тивĕçнисем: - Олеся Чумакова, Атнар шкулĕ, 11-мĕш класс. - Александр Майоров, Атнар шкулĕ, 11-мĕш класс. - Татьяна Еремеева, Мăн Этмен шкулĕ, 10-мĕш класс. - Валентина Михеева, Мăн Этмен шкулĕ, 11-мĕш класс. - Денис Триковский, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 11-мĕш класс. - Ксения Гусельщикова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 11-мĕш класс. - Ангелина Абакумова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 10-мĕш класс. - Николай Софронов, Çĕн Атикасси шкулĕ, 11-мĕш класс. - Дмитрий Максимов, Çĕн Атикасси шкулĕ, 10-мĕш класс. - Николай Мидушкин, Питĕркасси шкулĕ, 9-мĕш класс.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"