11 февраля 2015 г.
Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пирĕн хушăра нумай мар. Вĕсем терт-нушине самай курнă, выçăллă-тутăллă та пурăннă, анчах Çĕнтерỹ кунне çывхартма вăй-халне шеллемен. 90 çулхи юбилей ячĕпе РФ Президентĕнчен Владимир Путинран саламлă Çырусем района килсех тăраççĕ. Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Михаил Иванович Митрофанов та февралĕн 7-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ. Вăрçа тухса кайнă чухне Михаил Иванович 18 çулта кăна пулнă. Мăшăрĕ-пе пĕрле виçĕ ача ỹстерсе çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем 6 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнукĕ çине пăхса савăнаççĕ. Мăшăр 65 çул пĕрле пурăнать ĕнтĕ.
Ваçкаçырми ялĕнче пурăнакан Мария Антоновна Мокшина нумаях пулмасть 90 çул тултарнă. Сумлă юбилей ячĕпе вăрăм ĕмĕрлĕ кинемей патне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕ çитнĕ. Мăшăрĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ-пе Петр Филипповичпа, пилĕк ача пăхса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине тăратнă. Палăртмалла, Петр Филиппович Сталинград çапăçăвне хутшăннă. Хăйĕн кун-çулне Мария Антоновна, мăшăрĕ пекех, райпотребсоюз ĕçĕпе çыхăнтарнă. Паянхи кун кинемей 94 çулхи мăшăрĕпе пурăнать, вĕсене икĕ хĕрĕ пăхать. Ытти ачисемпе мăнукĕсем вĕсем патне килсех çỹреççĕ.
Пантьăк ялĕнче пурăнакан Юлия Михайловна Максимова та çак кунсенче 90 çулхи юбилей ячĕпе В.Путинран саламлă Çыру илчĕ. Юлия Михай-ловнан пурнăçĕ çăмăл килмен. Ашшĕнчен 9 çулта, амăшĕнчен 12 çултах тăлăха юлнă. Амăшĕ икĕ çул чирлесе выртса пилĕк пĕртăвана - виçĕ ывăлпа икĕ хĕре _ тăлăха тăратса хăварнă. Кĕçĕннине вара, виçĕ çулти шăллĕне _ Тралькасси ялне ачасăр çемьене усрава панă. Ирех ĕç куршанакĕ çыпçăннă хĕр пĕрчине, 11 çултах, пỹ çитменнипе арча çине хăпарса тăрса, йывăç кăвас чĕресĕнче çăкăр çăрса кăмакара пĕçерме вĕреннĕ. Шкулта вара икĕ класс кăна вĕренме май килнĕ. Колхозра, бригадăра 12 çултан пуçласах ĕçленĕ, тырă акнă, вырнă, кĕлте тултнă, каштапа тырă та çапса курнă. Кĕтỹ пăхма та тỹр килнĕ, нимĕнле ĕçе те тиркесе тăман. Вăрçă вăхăтĕнче вăрман касма Вишенерти, Саланчăкри, Туканашри, Кăмашари вăрмансене çỹренĕ. Пĕччен вăй çитерейменнипе пĕр енчен икшерĕн тăрса кĕреш пек юмансене сыпăланă. Хĕр тиф чирĕпе чирленĕрен хăлхи илтми пулса ларнă. Те чирленĕ-рен, те тăлăх та чухăн пулнăран Юлия Михайловна хăй вăхăтĕнче çемье çавăрайман. Тăван мар аппăшĕпе Иринăпа иккĕшех пурăннă, кил-çурт та çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетнĕ. Ирина аппăшĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă _ 87 çул тултаричченех пурăннă. Хăй 77 çул тултаричченех Юля кинемей выльăх усрама пăрахман. Паянхи кун та вăл кил-тĕрĕшре пĕтĕм ĕçе пурнăçлать, çăкăр-кукăль пĕçерет, пахчинче те хăех тăрмашать. Çулĕсене пăхмасăрах кинемин ăс-тăнпа куç çивĕчлĕхĕ чакман _ район хаçатне те куçлăхсăрах вулать. Çĕнех мар килĕнче пỹрт урайĕ те, сакĕсем те тап-таса, тирпейлĕ. Кăмакипе потопкине те шап-шурă сăрласа илемлетнĕ. Юлия Михайловнана йывăр ĕçсене пурнăçлама кỹршисем _ Любовь Николаевнăпа Николай Федорович Коробковсем _ пулăшса тăраççĕ, сĕт-турăхран та татăк лартмаççĕ. Лайăххине те, япăххине те Коробковсемпе пайлать кинеми. Ырă кỹршĕ тăванран та хаклă тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ халăхра. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн кинемине тĕрлĕ медальсемпе чысланă, "Тыл ĕçченĕ" ят та панă.
Анна АЛЕКСЕЕВА, Галина НИКОЛАЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"