АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын куççулĕ çĕре ỹкмест

11 февраля 2015 г.

Мĕншĕн пурăнатпăр эпир çĕр çинче? Хамăр хыççăн ырă йĕр хăварас, пурнăçа усăллă ирттерес тесен мĕнле тĕллевсене мала хумалла? Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче хăçан та пулсан çак ыйтусем патне килсе тухса пурнăç тĕллевĕ пирки шухăшлатех. Этемшĕн пурнăçра чи кирлĕ пуянлăх укçа-тенкĕ тата ылтăн мар, çынлăх тата чунлăх. Çынна юратни, ăнланни, пулăшни, сума суни, йăвашлăхпа ырлăха мала хуни темрен те паха. Çак пысăк хаклăхсене çухатаканăн чунĕ-нче килĕшỹсĕрлĕхпе çураçусăрлăх хуçаланма пуçлаççĕ, унăн чунĕ хавшать, пусăрăнать. Çын телейлĕ пуласси тата ырлăхра пурăнасси йăлтах хăйĕнчен, хăйĕн ĕçĕсенчен килет. Пурнăçра час-часах çакăн евĕр пулăм асăрхатăн. Этем чылай чухне ĕмĕтленнĕ тĕллевĕ енне утăмлас тет, анчах та унăн çулĕ хăй сисмесĕрех тепĕр енне тăсăлать. Çак пачах "урăх çулпа" каясси çыннăн ăс-тăнĕпе тата шалти тĕнчипе çыхăннă. Чылайăшĕ харпăр ырлăхĕшĕн çеç тăрăшать, чун пуянлăхне уямасăр пурлăх тĕнчине мала хурать. "Лайăх тата телейлĕ пурăнас тесен нумай укçа-тенкĕ кирлĕ", _ çак шухăш канăç памасть ăна. Тĕллевне пурнăçлас тесе теприн урлă "каçса каясси", ăна хурлантарасси тата эрлентересси, нушана кĕртсе ỹкересси нимĕн те мар уншăн. Юлашкинчен тĕллевне пурнăçлать вăл _ пуйса çитет. Пурлăхĕ хушăнать, çапах та чунĕ пушанать çакăн евĕр çынсен. Унпа пĕрлех канăçлăх, ырăлăх, телей туйăмĕсем çухалаççĕ. Ырăлăхпа тупман пурлăх савăнăç кỹмест. Чун хавшасан тата пусăрăнсан, ăшăлăх, хĕрхенỹ туйăмĕсем, теприне ырă сунасси çухалсан çынна япăх витĕм çавăрса илет, пушаннă чунĕ курайманлăхпа, кĕвĕçлĕ-хпе, вĕчĕрхенỹпе тулать. Чун вăйсăрланнăран этем чирлеме пуçлать. Сăмах май, чун çынна пĕр-пĕр утăм тăвас умĕн мĕнле пулмаллине, хăш утăма тумаллине кăтартать. Çын йăнăшрĕ пулсан канăçсăрлăх туйăмĕ çуралать: "Капла юрамасть!" Йăнăш çул çине тăнисем чунне илтме тата ăнланма, йăнăш утăм тунине ăнланса чĕререн ỹкĕнме пултарсан анчах çылăхĕсене каçарттарма, чунĕсене сыватма пултараççĕ. Чун пуянлăхне мала хуракан çынлăхлă çыннăн шăпи пачах урăхла çаврăнса пырать. Теприне ырă туни вăй-хăват хушать ăна. Чунĕнче йăвашлăх, ырăлăх, хĕрхенỹ хуçаланнăран этем çирĕпленсе, сывлăхĕ тĕрекленсе пырать. Çавăнпа та чи малтанах чун, унăн тасалăхĕ çинчен шухăшлăр, йăваш та ырă пулăр, теприне ырă тăвассине мала хурăр, йăнăш тусан чĕререн ỹкĕнме пĕлĕр, Туррăн халалĕсене (заповедьсене) çирĕп тытса пырса тĕрĕс çулпа утăмлăр. Совесть тени кашни çынрах пур. Шăп хăвăр совĕçĕрпе килĕшỹре пурăнма сĕнесшĕн эпĕ сире. Мĕншĕн тесен районти çынсен сывлăхĕ, пĕтĕм наци сывлăхĕ мĕнле пуласси пирĕнпе сирĕнтен те нумай килет. Эсир пире ăнланасса, тĕрĕс йышăну тăвасса шанатпăр. Паянхи кун çынсем эрехпе иртĕхни _ чи пысăк йывăрлăх. Чăннипех те, шухăшласа пăхăр-ха: çĕр çинчи мĕн пур инкек çак усал шĕвекпе çыхăннă вĕт-ха. Тунă преступленисенчен çуррине ỹсĕрле тăваççĕ. Ỹсĕр водитель руль умне ларни миçе çыннăн пурнăçне татать тата. Шутласа пăхрăр-и: хăвăр ялăр тăрăх шухăшпа тепре çаврăнса тухăр-ха. "Фанфурик", йỹнĕ одеколон, пахалăхсăр эрех ĕçнине пула миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Сахал мар вĕт. Апла пулсан миçе çыннăн куçĕнче паян куççуль типмест тата çывăх çынсене вăхăтсăр çухатнине пула?! Халь тата çав ашшĕ-амăшĕ ĕçекен çемьесене шала кĕрсе пăхăр-ха. Лартас килет-и сирĕн хăвăр ачăрсене вĕсем вырăнне. Ним шухăшламасăр тỹрех çакна татса калама пулать: çук. Мĕншĕн тесен çав ачасем ашшĕ-амăшĕ эрех стаканĕнче "шыва" кĕнĕ чух килте выçă лараççĕ, таса та тирпейлĕ вырăн мĕн иккенне пĕлмеççĕ. Унтан та ытларах, вĕсем хăйсене шкулта ыттисенчен "катăк" туяççĕ. Усал шĕвеке сутакансен хăйсене çав ĕçекен арçын-хĕрарăмсен вырăнне лартса пăхсан тата мĕнле-ши? Сутнă пулĕччĕç-ши çав "фанфуриксене"? "Мана 20 штук парăр-ха. Ыран утă çулмалла, çынсене хăналас пулать вĕт", _ тесе çур сумка-пакет тултарса утрĕ пĕр хĕрарăм çулла. Хăйсем ĕçни кăна мар, ытти çынсене наркăмăшласшăн вĕт-ха ăна туянакансем. _ Вăйпах никам та никама карланкăран ямасть, _ текен шухăш та пулĕ хăшĕн-пĕрин. Йăнăш мар пуль ку та. Анчах та "фанфуриксене", йỹнĕ одеколона çапла нумай мĕн тума илнине пĕлсе тăнă çĕртех чун пур, çынна усал сунман çыннăн алли çĕкленмелле мар пек. "Мана пула тем ан пултăр-ха ку çынна", _ текен шухăш та пулин чармалла пек çав шĕвеке сутма. Çынсем çав шĕвек йỹнĕ пулнипе тата ăна тупса илме çăмăл пулнипе туянаççĕ. Пĕр çын çак шĕвекпе сутă туса "пысăк" укçа туни çĕршер çынна инкек кỹрет. _ "Фанфуриксене" сутма чаракан саккун тухсан сутма чарăнатпăр, _ тейĕç сутуçăсем. (Çав саккун пулнă пулсан çак сăмахсем те çырăнмĕччĕç. Саккуна пăснăшăн явап тытма тиветчĕ ун чух). Усал шĕвек ĕçсе çемйи-çемйипе çынсем пĕтни те ним те мар-ши вара вĕсемшĕн. Вĕсенче амăш туйăмĕ те, ашшĕ туйăмĕ те юлман-шим вара. Çак шухăш "фанфурик" тата йỹнĕ одеколон сутакан аптекăсемпе лавкка ертỹçисене кăна мар, килте сăмакун сутакансене те пырса тивет. Сăмаха вĕçленĕ май çакăн пек çынсене тепĕр хут чĕнсе калас килет. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Усал туни те каялла кĕтмен çĕртен хăвнах усалпа пырса "шаплаттарать". Пурнăç чăнлăхĕ ку. Манса каяс марччĕ çакăн çинчен. Тата халăхра çапла калани те пур, ашшĕ-амăш тунă усал ĕçшĕн кайран вĕсен ачисен явап тытма тивет, теççĕ. "Фанфурик", йỹнĕ одеколон тата сăмакун сутакансен çакна та асрах тытасчĕ. Укçа вăл нихăçан та çитмест. Пур _ пĕрле, çук _ çурмалла, теççĕ. Çапла пурăнасчĕ. Çынна усал кăна тăвас марччĕ. Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр вĕт.

А.ГЕРАСИМОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика