13 февраля 2015 г.
"Сĕт туса илекен пĕчĕк хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркелекен сутлăх хак пĕчĕк пулнине тĕрĕслесех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксен патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тỹлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсемпе туса илнĕ сĕтшĕн тỹлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп: ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла".
Республика Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Юлия МАРЕЕВА, районăн радио-кăларăм редакторĕ:
- Çĕнĕ çул умĕн Хĕрлĕ Чутай салинчи килти хуçалăхсенчен кашни килограмм сĕте 20 тенкĕлле йышăнчĕç. Халĕ вăл _ 18 тенкĕ. Паллах, ĕне усракансем кăмăлсăр. Лавккара литрне 38-45 тенкĕлле _ икĕ хут ытларах хаклатса _ сутаççĕ. "Çĕмĕрле хулин пасарĕнче 40 тенкĕлле туянтăм", _ пĕлтерчĕç иртнĕ уйăхра. Лавккара хакланать, килти хуçалăхсенчен пухаканнине январĕн 1-мĕшĕнчен йỹнетрĕç, сутлăх хак пĕлтĕрхи январь уйăхĕнчи шая çитеймерĕ.
Ял çыннисем сĕт туса илессишĕн нумай вăй хунине тирпейлекен предприяти ертỹçисем ăнланмаççĕ. Çулла хĕрарăмсем 4-5 сехетре тăрса ĕне сăваççĕ. Хĕлле сĕт пухакана парса яма çул хĕррине 6-7 сехетре витрепе тухаççĕ. Пĕлтĕр икĕ ĕнене касура пĕр кун пăхнăшăн кĕтỹçе пин тенкĕ тỹлерĕмĕр, ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апат çитертĕмĕр. Власть 20 çул ытла ял-йыша ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татса парассишĕн тăрăшать. Тĕрлĕ харпăрлăхлă предприяти нумай уçрĕç. Лайăх. Анчах çителĕксĕр. Сĕтпе ашăн сутлăх хакне кирлĕ чухлĕ хăпартса ĕçсĕ-рлĕхе пĕтерме пулать. Тỹ-лев килти хуçалăхра ĕçлекен кашни çынна республикăри организацисенче вăй хура-кансен шалăвĕ чухлĕ укçа ĕçлесе илме май патăр. Çапла тусан республика тулашне шапаша çỹреме пăрахĕç, килти хуçалăхра тăрăшĕç. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен пахалăхĕ норматива тивĕçтермест теççĕ. Иккĕ-ленетĕр-тĕк мĕншĕн кашни витрине тĕрĕслеместĕр? Продукци паракансем ятарлă аппаратпа пахаланине хирĕç мар. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тỹлĕр. Темиçе çул каялла сĕт пухакансем килти хуçалăхсемпе продукци туянасси пирки килĕшỹ çирĕплететчĕç. Ял çыннисен умĕнче укçа вăхăтра тỹлессишĕн, хака сĕт паракана тивĕçтермелле йĕркелессишĕн яваплă пулас мар тесе халĕ пире çав документ çине алă пустармаççĕ. Продукци туса илекен прависене ниçта та уçăмлă палăртмаççĕ. Хамăр интерессене власть органĕсенче те, судра та хỹтĕлейместпĕр.Январь пуçламăшĕ-нче: "Сутлăх хака мĕншĕн чакартăр?" _ тесе ỹпкелерĕм. Мана итлеççĕ-им! Унтанпа сĕте икĕ тенкĕ йỹнетрĕç.
Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхне шута илсе килти хуçалăхсемпе продукцишĕн татăлмалли йĕркене кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушрĕ. Ку ыйтупа правительство йышăну кăларасса, ăна ЧР Ял хуçалăх министерствипе Патшалăх ветеринари служби, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурнăçа кĕртессе шанас килет.
Кам тата миçе тенкĕпе пухать?
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен килти хуçалăхран сĕт мĕн хакпа пуçтарни тата ăна пухакансем çинчен информаци ыйтса илет.
Кăçалхи февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне илнĕ кăтартусемпе республикăра халăхран пухнă чи йỹнĕ сĕт хакĕ Улатăр районĕнче пулнă _ 16 тенкĕ. Чи хакли - Шăмăршă районĕ-нче - 26 тенкĕ, анчах та ку хакпа унта пĕр тулли мар яваплă общество çеç пухать, ыттисен пĕр литр сĕт хакĕ 17-24 тенкĕ хушшинче вылять. Хĕрлĕ Чутай районĕпе илес пулсан, пирĕн патра халăхран сĕт пухакансем çаксем: - "Заготовки" ТЯО; - А.Е.Низов уйрăм предприниматель; - Элĕк райповĕ; - Л.И.Тихонова уйрăм предприниматель; - М.В.Селивестров уйрăм предприниматель; - Н.Дементьева уйрăм предприниматель; - "Свобода" колхоз. Февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне вĕсен пурин те пĕр литр сĕт хакĕ 18 тенкĕпе танлашнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"