13 февраля 2015 г.
Иртнĕ шăмат кун, февралĕн 7-мĕшĕнче, пирĕн районта 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2015 çулта тумалли ĕçсене тишкерес тĕллевпе анлă канашлу иртрĕ. Унта ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Акă, ачасене вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан премине Çĕн Атикассинчи шкул директорĕ Валентина Ядранская та тивĕçрĕ.
Валентинăсем çак ятпа çỹрекен арçынсенчен çичĕ хут нумайрах тата вĕсем уçă та тỹрĕ кăмăллă, шанчăклă, ĕçлеме юратакан çынсем иккен. Çак пахалăхсем тĕрĕсех-мĕн. Çĕн Атикассинчи шкул директорĕ Валентина Ядранская та çавăн пеккиех, çынпа çепĕç калаçма, тăрăшса вăй хума кăмăллать. Кăçалхи март уйăхĕн вĕçĕнче 50 çул тултаракан Валентина Анисимовна Комсомольски районĕнчи Киров ячĕллĕ поселокра çуралса ỹснĕ. 1984-1988 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе агроном профессине алла илнĕ. Педагог профессине вара Арзамасри А.П.Гайдар ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕ-нче вĕреннĕ. Çак профессипе вăл Хусанушкăнчи вăтам шкулта 1989 çулта ĕçлеме пуçланă. Каярахпа Хурашаш шкулĕнче биологи предметне вĕрентнĕ, 2004 çултан шкул директорĕ пулнă. 2007 çултанпа _ Çĕн Атикассинчи шкул директорĕ тата биологи учителĕ.
Валентина Анисимовна _ педагог çеç мар, хастар общественник та. Вăл биологи предмечĕн олимпиада комиссийĕн, "Единая Россия" политика партийĕн членĕ тата районти ачасен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ. Пултаруллă ертỹçĕ, вĕрентекен шкул сумне хăпартас тесе нумай тăрăшать. Ахальтен мар кунта коллектив та, ачисем те хастарлăх кăтартаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕ-сем Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. Республикăра çеç мар, çĕр-шывра та спорт енĕпе палăрма пултарчĕç, пĕрре мар Анапа хулинче Президент ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Çакăнта, паллах, Валентина Ани-симовнан тỹпи пысăк. Унăн тăрăшулăхне хакланине Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Учитель çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ỹстерсе ура çине тăратаççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
p style=
Источник: "Пирěн пурнăç"