13 февраля 2015 г.
Анчах лару-тăру урăхла... ял вăййисенче. Шăпах çак мероприятири виçĕ енлĕ тупăшăва хутшăнчĕ "Нива" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракан Эльвира Ямскова. Кире пуканне çĕклерĕ, ĕне сумалли АДУ-1 аппарата сỹтсе пухрĕ, йĕлтĕрпе чупрĕ. Карăкçырминче пурăнакан Эльвира Николаевна асăннă хуçалăхра 10 çул ытла дояркăра, тĕрĕсрех _ машинăпа сăвакан операторта, ĕçлет. Ка-рăкçырминче вырнаçнă иккĕмĕш ĕне ферминче кулленех 47 пуç ĕнене машинăпа сăвать. Çавăнпа ĕне сумалли аппарата сỹтсе-пухасси уншăн çăмăл ĕç темелле. Ай, çук иккен.. Вăл каланă тăрăх, ĕне сăвасси _ хăйне евĕр вăрттăн ĕç: ĕнепе куçа-куçăн юлатăн, пĕр чĕлхе тупатăн, ĕне те, хăв та лăпкă, аппарата васкамасăр тыткалатăн _ вара ĕне сĕт антарать. Районти ăмăртура юрать ĕни çук, анчах аппаратне сỹтсе пухнине йĕри-тавра çынсем пăхаççĕ... алă чĕтрет, пăлханатăн. Çак тупăшăва хутшăнакансене сăнаса тăракансенчен пĕри пулнă май эпĕ автомата кăна çавăн пек салатса пухма пулать пуль теттĕм. Çук иккен, сумалли аппарата сỹтсе пухасси тата кăткăсрах пек туйăнчĕ. Тĕрĕслев нормативĕ _ 5 минут та 30 çеккунт. Çак хушăра аппаратăн пайĕсене тĕп-тĕрĕс сỹтмелле, пухмалла - черетпе 22 операци тумалла. Эльвира Николаевна асăннă вăхăтран темиçе çеккунт кăна ирттерчĕ. Пĕрремĕшĕнче кунта çаврăнăçулăх, иккĕмĕшĕнче тĕпĕ-йĕрĕпе туса пыни тата опыт кирли сисĕнчĕ. Çакă унăн пĕтĕмпех пулчĕ, анчах çамрăклăх çĕнтерчĕ. Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Анастасия Корчагина хĕр упраç малта пулчĕ, Эльвира Ямскова иккĕмĕш тухрĕ. 44 çулхи хĕрарăм пĕрремĕш тухайманшăн пăшăрханмарĕ. "Темех мар, маншăн çак алăсемпе кашни кун тỹрĕ кăмăлпа хуçалăхра ĕне суса ял хуçалăхне тỹпе хывни пĕлтерĕшлĕ", _ терĕ вăл.
Альбина ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"