13 февраля 2015 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине юлашки вăхăтра чикансем граждансен пурлăхне çаратнă тĕслĕхсем йышланни пăшăрхантарать. Вĕсем кил-тĕрĕшри вак-тĕвекрен пуçласа нимĕн те тиркемеççĕ, алă айне мĕн лекет, çавна йăтса тухса каяççĕ.Чикансем ытларах пĕччен пурăнакан ватă çынсене çаратма тăрăшаççĕ. Çакăн пек тĕслĕх чылай. Ватăрах çынсем патне чикан хĕрарăмĕ (пĕчĕк ачапа та пулма пултарать) кĕрет. Вăл тумтир е пĕр-пĕр япала сутнине, е тĕслĕ тата хура металл (телевизор, аккумулятор), авалхи япаласем (укçа, сăмавар...) пуçтарнине пĕлтерет. Çавăн пекех куçăхнинчен, пăснинчен, çемьери йывăрлăхсенчен пулăшма та сĕнеççĕ вĕсем. Чикан майрисем лайăх калаçса шанăçа кĕреççĕ. Çав хушăрах вĕсем кил хуçине хăйсене шыв ĕçтерме ыйтаççĕ, хуçи пăрăнсанах 1-2 минут хушшинчех куçа илĕртнĕ япалана йăкăртма ĕлкĕ-реççĕ. Кун пек чухне кил хуçи ултавçăсен ĕçне хăех çăмăллатать: палламан-пĕлмен çынсене çурта кĕртет, тимлĕхсĕр хăварать. Пурне те харпăр хăй пурлăхне упраса хăварас тĕллевпе тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтас килет. Ачасене те пурлăха ют çынсенчен сыхламалли пирки ăнлантармалла. Полици уйрăмĕ район çыннисене чикансемпе калаçассинчен пăрăнмаллине, вĕсене кил-çурта е хуралтăсене кĕртмелле маррине, вĕсенчен нимĕнле япала та туянмалла маррине (вĕсен чылай чухне нимĕнле кирлĕ документ та çук) асăрхаттарать. Сирĕн ял урамĕпе чикансем çỹренине курсанах полици уйрăмне 2-11-02 е 02 номерсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"