АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ирĕкĕпе хỹтĕлеççĕ

13 февраля 2015 г.

Çак кунсенче Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин сотрудникĕсем вырăнти пушар сỹн-терекенсемпе-доброволецсемпе тĕл пулнă. Çăлавçăсем волонтерсене республикăри лару-тăрупа паллаштарнă, çавăн пекех иртнĕ çул пушарсене сỹн-тернĕ çĕре активлă хутшăннă, ĕçре палăрнă граждансене наградăланă. Пухăва ял тăрăхĕсен старостисем, патшалăх уч-режденийĕсен служащийĕ-сем тата предприятисен ĕçченĕсем хутшăннă. Пухăннисене пушарсен республикăри статистикипе Чăваш Республикин пушар асăрхавĕн тĕп патшалăх инспекторĕн çумĕ Яков Егоров паллаштарнă. Чăваш Енре январь пуçламăшĕнчен тытăнса 98 пушар пулнине регис-трациленĕ, пĕтĕмĕшле тăкак - 7 млн ытла тенкĕ. Вут-çулăмра 16 çын пурнăçĕ татăлнă, 10-шĕ аманнă, сĕрĕмпе наркăмăшланнă. Яков Егоров пĕлтернĕ тăрăх пушарсем ытларах пурăнмалли секторта пул-нă: мунчасемпе çуртсем кĕлленнĕ. Вут-çулăм ал-хаснин тĕп сăлтавĕ _ кăмакасем юсавсăр пулни. Çăлавçăсем волонтерсене халăхпа çак енĕпе про-филактика ĕçĕсем тума сĕннĕ. Тĕл пулу вĕçĕнче ĕçре палăрнă волонтерсене _ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн ертỹçин çумне Сергей Кчеткова тата Пчелкăпа Дубовка ялĕсен старостине Виталий Капитонова _ РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тĕп управленийĕн Хисеп гра-мотисене парса чысланă. Çавăн пекех районти пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ Алексей Ярабаев Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи волонтерсемпе те тĕл пулнă, мероприятие пухăннисене пушарсен сăлтавĕсемпе, вĕсене сỹ-нтермелли мелсемпе паллаш-тарнă, пушар машинин водителĕсене _ Владимир Филимонова тата Вячеслав Корчагина _ ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланăшăн хисеп хучĕ-семпе наградăланă. Атнар ял тăрăхĕнчи волонтерсемпе районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ Сергей Сорокин тĕл пулнă, ĕçре палăрнă граждансене _ Леонид Иванович Строганова тата Юрий Геннадьевич Волкова _ хисеп хучĕсемпе чысланă. А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика