АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр туса илни тутлăрах, йỹнĕрех

13 февраля 2015 г.

Лайăх пурнăçа эпир хăвăрт хăнăхатпăр. Пĕр тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров калани аса килет. "Ял халăхĕ ĕçлемесĕр пурăнма хăнăхса кайрĕ", _ тенĕччĕ вăл. Кашни ялта тенĕ пекех хусахсем ашшĕ-амăш пенсине кăна кĕтсе лараççĕ. Килĕ-шмеллех пуçлăх сăмахĕсемпе. Ялта пурăнатпăр пулин те тỹрĕ ĕçе кăмăллама пуçларăмăр. Ял ĕçченĕн ĕçĕ сумран тухса пырать. Тен, хресчен, хăй туса илнĕ продукцие лайăх хакпа тивĕçлĕ вырнаçтарайманнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Хĕлĕн-çăвĕн тар тăкса аш-какай, сĕт-çу туса илни йỹнĕ-пе кайни ял ĕçченне пĕрре мар тарăхтарнă. Ял хуçалăхĕнче, хамăр патра туса илнĕ продукци чи таси, тутли пулнине ĕнентерсе хăшкăлнă ял çынни курпун кăларса ĕçлени ним вырăнĕнче маррине ăнланса иле пуçларĕ. Çавăнпах халĕ ялсенче выльăхсен шучĕ чакса пынăран кĕтỹ-сем сахалланчĕç, 3-4 урамран 20-25 ĕне-выльăх кăна пухăнать. Выльăх сахал усракан ял çыннисем уйсенчи çĕрĕсене курăк акасси, прахăçласси йăлана кĕчĕ. "Утти килтипех çитет, çĕр улми лаптăкĕ сăмса тутри пысăкăш пулсан та _ мăй таран. Çитменнине халĕ лавккасенче тем те пур, укçу пулсан кай та ил", _ текенсем çулран- çул хушăнса пыраççĕ.

Хамăра тăранса пурăнмалăх ĕне-выльăх тытсан та, тĕп сакайĕнче çĕр улми те, пахча çимĕç пур пулсан та лавкканалла ытларах туртăнма пуçларăмăр. Янтти илĕртет, куçсем тутлине, хитрине кăна шыраççĕ. Хакĕсем лайăхах "çыртаççĕ". Паян, ав, сухана пĕр килошăн 30-39 тенкĕ, çĕр улмие 16-30 тенкĕ парса илетпĕр. Лавккаран пĕтĕмпех илсе тăранса пурăнма вара пурте пултараймаççĕ, паллах. Анкартинче çĕр пур чухне унта мăян çитĕнтерни килĕшỹсĕр, тата йăхран йăха куçса пынă çĕр ĕçне епле пăрахăн. Юлашки çулсенче сывă мар апат-çимĕç пирки нумай калаççĕ те, ăслăрах ял çынни те çавна шута илесех-тĕр вăй-халĕ пур чухне ĕнине сутма васкамсть, е сутсан-тусан та сĕтне, ашне алăранах туянма тăрăшать. Килте туса илнипе лавккарине ăçтан танлаштарайăн.

Иртнĕ çул, ав, чăвашсем пысăк лавккасенче вырăнти таварсене туянас кăмăллине палăртма республикăра ыйтăм ирттерчĕç. "Чăвашра кăларнă" сăмах çаврăнăшĕ хăйне евĕр пахалăх гаранчĕ пулса тăнăччĕ. Ыйтăма хутшăнакансен 81 проценчĕ вырăнти ял хуçалăх таварне туянасшăн пулни палăрнă. Вĕсен шухăшĕпе те килти тутлăрах, унра хими те, тĕрлĕ хушкăч та çук.

Аграри комплексĕ суту-илỹ компанийĕсене çĕр улмипе тата пахча çимĕçпе 100 проценчĕпех, аш-какайпа 90 проценчĕпех тивĕçтерме пултарать, теççĕ. Чăвашра тавар туса кăларакансем анлăланма тăрăшаççĕ те-ха, анчах пысăк супермаркетсен сентрисем çине лекме çăмăл мар вĕсене. Тен, халĕ санкцисем хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем туса панă чух, чăваш усламçисен çанă тавăрса ĕçлеме, суя тавар кăларакансемпе кĕрешме вăхăт çитрĕ?

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çак эрнере республика правительствин членĕсемпе лару ирттернĕ. Унта ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хаксен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Министр каланă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа сĕт-турăх продукцийĕн тата çăмарта хакĕ улшăнман. Аш-какай тата пахча çимĕç, çăнăх, çăкăр изделийĕсем вара хакланнă. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх, Чăваш Енри хăш-пĕр апатсен хакĕсем кỹршĕ регионти хаксенчен самай пĕчĕкрех. Вырăнта тавар туса илекенсем акă тỹрремĕнех суту-илỹ сечĕсемпе ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех тавар туса илекенсен пахча çимĕçне ятарласа йĕркеленĕ "Йỹнĕпе туян!" ярмăрккăсенче туянма май пуррине пĕлтернĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика