13 февраля 2015 г.
Çак сăмахсем Енкĕлтре пурăнакан Бариновсене тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Сергей Егоровичпа Людмила Алексеевна пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ. Мăшăр ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те пур ĕнтĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă пырса çапсан та Бариновсем тỹснĕ, нихăçан тỹрленейми чĕре суранĕ паянхи кун та чуна кăшлать. Аслă ывăлĕ, Саша, кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ пынă чухне шăпах вĕсем мăнукĕнчен, ывăлĕн ачинчен, туя чĕнсе янă йыхрава илнĕ-ччĕ. Çичĕ теçетке урлă каçнăскерсем унта каяс ыйтăва сỹтсе яватчĕç. Хĕрĕ, Света, Туктамăш ялне качча тухнă, район центрĕнче парикмахерта ĕçлет. Бариновсем ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă, çынна ырă сунма, ватта-вĕтте хисеплеме вĕрентнĕ. Светлана Сергеевна пирки ырă ят çỹрет. "Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ăста", _ теççĕ ун çинчен ку тăрăхра. Районта Бариновсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Сергей Егорович _ общество пурнăçне хастар хутшăнакан çын. Енкĕлт ялĕн старости вăл. Людмила Алексеевна _ вырăс хĕрĕ, Инçет Хĕвел тухăçĕнче çуралса ỹснĕ. Чăваш каччи вăл тăрăхра çарта пулнă, каярах йĕрке хуралçинче вăй хунă. Тĕрĕссипе, 17 çулта комсомол путевкипе Красноярскри алюмини заводне хута янă çĕре ĕçлеме тухса кайнă. Çавăн чухнех пултарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе палăрнă Енкĕлт каччи. Мăшăрĕпе те шăпах комсомол активĕн семинарĕнче паллашнă. Çамрăксен чĕринче каярах юрату хĕлхемĕ те вăй илнĕ. Людмила çар çыннин çемйинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ, Алексей Попов, подполковник чинне илнĕскер, Китай чиккинче службăра тăнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Манчжурире пулнă. Сергей Егоровичпа Людмила Алексеевна Бариновсем иккĕшĕ те хаяр вăрçă пуçланнă çул çуралнă. Вĕсен ачалăхĕ çăмăл пулман. Ун чухнехи пин-пин ача пекех вĕсем те хырăм выççине тỹснĕ. Ачаллах çăкăр хакне пĕлнĕскерсем чăтма вĕреннĕ. Людмила Алексеевна Енкĕлте чи малтан килсен Бариновсен хурăнташĕ-сем кăна мар, ял-йыш та ăшшăн кĕтсе илнине паянхи пек астăвать. _ Мана ку тăрăхри çут çанталăк илемĕ тыткăнларĕ. Нумаях та вăхăт иртмен пек, анчах 50 çул каялла Енкĕлт ялĕ пĕр пысăк çемьери пек туслăччĕ, çынсен кăмăлĕсем те савăкчĕ. Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни, хисеплени тĕп вырăнтаччĕ. Анчах шел, паян кỹршĕре те пĕр чĕрĕ чун та пурăнмасть. Урама тухсан унталла-кунталла пăхсан та йăпăр-япăр çын утнине курма çук. Пурăнаканнисем те хутшăнсах каймаççĕ. Çамрăк хĕрарăма, çĕнĕ кине, амăшĕ нумай пулăшса, ял хĕрарăмĕн пурнăçне хăнăхтарса пынă. Ахальтен мар Людмила Алексеевна ăна ырăпа асăнать. "Маншăн вăл çав тери çывăх та хаклă çынччĕ. Яланах ман хута кĕрсе ăс паратчĕ. Тавах ăна, чунĕ çỹлте вĕçсе çỹретĕр-ччĕ", _ тет ассăн сывласа. Мăшăрĕ çинчен калас пулсан, вăл чылай çул строительство организацийĕ-нче мастерта ĕçленĕ. Халăх ăна яланах шаннă, хисепленĕ. Ахальтен мар ăна чылай наградăпа хавхалантарнă. Бариновсем илемлĕ кĕвĕ-çемме те кăмăллаççĕ. Сергей Егорович аккордеон ăста калать, Людмила Алексеевна _ çепĕç сасăллă юрăç. Кил-çурт таврашĕ-нче ĕçлесе ывăнсан канмалла тенĕ пек мăшăр илемлĕ кĕвĕпе чутайла ташласа илетех. "Ывăнни таçта кайса кĕрет, кăмăл çĕкленет те - тата та ытларах ĕçлеме вăй-хăват хушăнать", _ теççĕ Бариновсем кăмăллăн кулса.
Юлия МАРЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"