18 февраля 2015 г.
Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Дмитрий Анатольевич Çĕнĕ Шупашкар хулинчи фотоэлектричество модулĕ-сем кăларакан "Хĕвел" ТЯО-на çитсе курнă. Унтан РФ Президенчĕ çумĕнчи экономика модернизацийĕ-пе инновациллĕ аталану Канашĕн ларăвне ирттернĕ, унта сăмах интеллектуаллă пурлăх енĕпе патшалăх политикине пурнăçласси пирки пынă. Лару ĕçне çавăн пекех Правительство Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Раççей Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, РФ вĕренỹ министрĕ Дмитрий Ливанов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, власть органĕсен представителĕсем, регионсен ертỹçисем, предприятисемпе наукăпа тĕпчев институчĕсен ертỹçисем хутшăннă. Лару хыççăн Дмитрий Медведев ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕнчен.
Источник: "Пирěн пурнăç"