18 февраля 2015 г.
Февралĕн 13-мĕшĕнче райпора уполномоченнăйсен çулсерен пулакан пухăвĕ иртрĕ, унта районти потребительсен обществин 2014 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç. 2014 çулта райпон вак тавар çаврăнăшĕ 107,7 процент ỹснĕ, обществăлла апатланăвăн - 109,2 процент. Хатĕрлев ĕçĕн çаврăнăшне 128,7 процент ỹстернĕ. Пуху ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ - райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова хутшăнчĕç. Палăртмалла, райпора тахçан-танпах вăй хуракансене, хăйсен ĕçĕсемпе палăрнисене савăнăçлă лару-тăрура тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Надежда Варламова товаровед "Раççей Федерацийĕн потребкооперацине 180 çул" медале тивĕçрĕ. Александр Хозайкин тĕп инженер, Николай Шуськин водитель ("Четайское" ТЯО), Римма Кудюкова (Туканаш лавкки), Галина Федорова (Березовка), Алина Давыдова (Кив Атикасси), Светлана Мидушкина (Серенкасси лавкки) сутуçăсем, Николай Елизаркин водитель район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"