АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшал тавăракана укçа тỹлетпĕр

18 февраля 2015 г.

Районти полици уйрăмĕ вутлă хĕç-пăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе, сирпĕне-кен япаласемпе тата ытти хатĕрсемпе çыхăннă преступленисен профилактикине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та оперативлă профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăратпăр пулин те хăш-пĕр граждансем административлă саккуна пăснă тĕслĕх-сем те пулкалаççĕ. Ытларах хĕç-пăшала упрамалли условисене тата регистрацилемелли сроксене пăсаççĕ. Районта пурăнакансене çакна аса илтеретпĕр: камăн килĕнче регистрацилемен пăшал пур, вĕсем ăна хăйсен ирĕкĕпе районти полици уйрăмне килсе пама пултараççĕ. Малтанах заявлени çырмалла. Унта вутлă хĕç-пăшал даннăйĕсене кăтартмалла. Хĕç-пăшал хатĕрĕсене хăйĕн ирĕкĕпе паракансене патшалăх укçа тỹлет. Паллах, çумра паспорт пулмалла. Саккуна пăхăнман граждансем, хĕç-пăшала упраканнисем, туянаканнисем тата йăтса çỹрекеннисем 8 çул таран ирĕксĕр юлма пултараççĕ. Упрамалли условисене пăхăнмасан та 1 çул таран тĕрмене кайса ларма пулать. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн вутлă хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе тавăрса паракан çынна (ют çĕр-шыв гражданинне те), енчен те вăл преступлени туман пулсан, уголовлă явап тыттармаççĕ. Вутлă хĕç-пăшала саккунсăр упракан граждансем пирки информаци парсан та укçан хавхалантаратпăр. Пĕлтермелли телефон номерĕ-сем: 2-29-90, 2-25-50 тата 02.

Сергей УЛЬЯНОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика