18 февраля 2015 г.
Хальхи вăхăтра апат-çимĕç хакĕсем палăрмаллах пысăкланни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Лавкка сентрисем çинче мĕн кăна çук пулĕ, анчах та вĕсен хакĕсем "çыртаççĕ"-çке-ха... Укçалла туянма ансатрах, анчах... Çак кунсенче, хаксене танлаштарса пăхас тесех, район центрĕнче вырнаçнă икĕ лавккара пултăм. Пĕри - федераллă суту-илỹ сечĕн самай пысăк лавкки, туянакансем унтан татăлма та пĕлмеççĕ темелле. Чи малтанах кунта сĕнекен тавар хушшинче хамăр республикăра туса кăларнисене шырарăм. Пур иккен: эрех, сĕт-турăх, хăйма, кăлпасси... Чăх çăмарти туллиехчĕ, анчах хамăр тăрăхри курăнмарĕ, ытларах тутарсен. Шутласан, килти чăхсем те хĕлле çăмарта тăваяççĕ, вĕсене çакна валли ансат условисем туса памалла кăна. Ỹркенетпĕр-çав... Мана ытларах пахча çимĕç хакĕсем интереслентерчĕç. Ешĕл çимĕç - укроп, сухан, петрушка - куç тĕлне пулчĕ. Ульяновск облаçĕнче туса кăларнă. 50 грамм таякан чĕркем, унта симĕс сухан е укроп хунине шута илсе, 17 тенкĕ те 90 пусран пуçласа 28 тенкĕ таран тăрать. Шутласан, хаклах та мар пек, анчах çулла хамăр анкартинчен сухан çулçи е укроп татса кĕнĕ чухне эпир вĕсем мĕн хак тăма пултарни çинчен шутламастпăр та. Мĕншĕн хĕлле те килте, чỹрече анинче, ỹстерместпĕр эпир çак ешĕл çимĕçе? Чаваланас килмест пулĕ çав, лавккаран укçалла илме ансатрах... Хаксене малалла тишкертĕм. Çĕр улми (каллех тутарсен терĕç) _ килограмĕ 27 тенкĕ те 70 пус, сухан - 35 тенкĕ те 10 пус, хĕрлĕ кăшман - 23 тенкĕ те 30 пус, кишĕр _ 32 тенкĕ те 50 пусран пуçласа 53 тенкĕ таран, купăста - 38 тенкĕ, ыхра - 92 тенкĕ те 30 пус. Палăртмалла, асăннă пахча çимĕçрен пĕри те хамăр тăрăхра туса илни мар. Иккĕмĕш лавкки пысăках мар темелле, унта ытларах ял хуçалăх апат-çимĕçне сутаççĕ. Кунта сутуçăсăр пуçне никам та çукчĕ. Хамăр тăрăхра туса кăларнă тавар туллиех, чăх çăмарти те муркашсенччĕ (пĕри - 6 тенкĕ те 50 пус). Пахча çимĕç вырнаçнă сентресем те пушă марччĕ. Çĕр улми килограмне 15 тенкĕ парса туянма пулать (ку хамăр районти терĕç), анчах та тĕллĕн-тĕл-лĕн самаях япăхланнă, типме, çĕрме пуçланă. Тепĕр тĕслĕ çĕр улмийĕ (элĕк-сен иккен) пăхма чиперехчĕ, анчах хаклăрах - килограмĕ 25 тенкĕ. Ыхра та пур, хамăр патриех, килограмĕ - 120 тенкĕ. Анчах самай типнĕ, тытсах пăхрăм та - пушансах юлнисем те чылай. Ытти пахча çимĕç - хĕрлĕ кăшман (25 тенкĕ), купăста (33 тенкĕ), сухан (33 тенкĕ), кишĕр (35 тенкĕ) - хамăр тăрăхри терĕç, пăхма чиперехчĕ. Вăт, куратăр пулĕ, район центрĕнчех хаксем тĕрлĕрен. Ытлах килте çук пулсан, пахча çимĕçне чăнах та лавккара туянма пулать. Анчах хакĕ-сем...
Алина ИТТИ.
Источник: "Пирěн пурнăç"