АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме кăна ан ỹркен

18 февраля 2015 г.

Юлашки уйăхсенче лăпкă чунпа пурăнакан çынна çĕрле хунарпа шырасан та тупаймăн. Пурин те пĕр шухăш - çитес вăхăтра мĕн пулать? Кризис хăçанччен пырать? Тата лавккасенчи таварсен хакĕ самай хăпарсан ăçта каймалла? Çăкăр илме те укçи пулмасан камран ыйтмалла? Çĕр улми пулсан чăваш халăхĕ вилмест. Ĕçлеме кăна ан ỹркен. Алли пур, ури пур. Çĕрĕ тем чухлех. Çум курăк алхасмалăх та вырăнĕ пур. Кахал пулни пĕтерет çав! Тĕп сакайĕнчи çимĕçсем пĕтсен кỹршĕ патне каяймăн. Ыйтма совесть çитермелле. Вĕсем çу кунĕсенче сад-пахчара ĕçлесе кун каçнă чухне эсĕ мĕн тунă? Тарпа шăвара-шăвара пухнă мула çынна ăçтан парăн? Лавккасенче кĕрпесем кăна мар, пахча çимĕç те хакланнă-çке. Халĕ те хаклансах пыраççĕ. Йăран çинче çĕнĕ тухăç пуличчен вăхăт нумай-ха. Унччен вĕсен хакĕ татах ỹсĕ. Çакă хресченĕн сад-пахчара ытларах ĕçлемеллине пĕлтерет: икĕ йăран кишĕр вырăнне 3-4 лартсан, çĕр улмине, суханне ытларах туса илсен япăх-им? Тĕп сакайĕ пушă пулмасан пурăнма пулĕ-ха. Астăватăр-и, кĕркунне сад-пахчара пан улмийĕ çĕрсе выртмалăх та пулнă хăш-пĕр ялта. Пĕрисем пуçтарнă, варени-компотне те хатĕрленĕ, теприсен _ çавăнтах çĕрсе выртнă. Çут çанталăк панă тухăçпа та усă курмасан малашне мĕн пулĕ? Пилĕке авма йывăр-ши? Е лавккаран укçа парса илни тутлăрах-и, усăллăрах-и? Улми-çырли те алă айĕнчех-çке. Тем тесен те хăвăр туса илнĕ продукт лавккари сентресем çинче выртаканнисенчен лайăхрах. Алла калькулятор тытса тăкаксене шутлама вĕренмеллех! Хаксем "çыртма пуçласан" тĕп сакайнех анма тивет. Выльăх-чĕрлĕхне те тытмалла пулать. Ĕне пулсан сĕтел çинче сĕчĕ те, турăхĕ те, хăйми те ларĕ. Ĕнине пăхма йывăртарах-тăк качака туянма пулать. Вăл та ĕçмелĕх сĕт парать. Çăмне алсиш-нуски çыхма усă курма юрать. Ĕçлеме кăна ỹркенмелле мар. Çитес вăхăтра сахăр, çăмарта (Мăн кун умĕн) татах хакланĕ. Пахча çимĕç продукчĕсен хакĕ те 7 процент таран ỹсĕ. Хаксем çуллачченех, сад-пахчара пĕрремĕш тухăç пуличченех, ỹссе пырĕç. Çăкăр хакĕ хальлĕхе ытлашши хăпармĕ. Чейпе кофе вара 3-4 процент таран ỹсĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика