18 февраля 2015 г.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен "Раççей Феде-рацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен" Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн йывăр чирленĕ ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ 18 çул тултаричченех, вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман пирки, пособи илсе тăрĕ. Унччен çак пособие ача 15 çул тултариччен кăна тỹленĕ. Йывăр чирсен списокне çаксем кĕреççĕ: ВИЧ-инфекци, чир тарăна кайни (поствакцинальные осложнения), хăрушă шыçăсем аталанни (злокачественные новооб-разования). Асăннă положенипе инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ те тĕпренчĕкĕ 18 çул тултаричченех пособи илсе тăрĕ.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"