АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсен списокĕпе паллаштаратпăр

18 февраля 2015 г.

Раççей Федераллă миграци службин Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнче (fms21.ru) çĕнĕ йышши ют çĕр-шыв паспортне мĕнле тумалли çинчен информаци пур. Çавăн пекех унта заявлени анкетине те тупма пулать. Çул çитнĕ граждансен çак документсем пулмалла: - заявлени (анкета) пĕр экземплярпа; - патшалăх пошлини тỹленине ĕнентерекен квитанци, унăн виçи 3500 тенкĕпе танлашать; - çар билечĕ, унта службăра тăнине е тăманнине çирĕплетекен паллă пулмалла (18-27 çулхи арçынсен); - РФ гражданинĕн паспорчĕ. Çул çитмен граждансен çак документсем пулмалла: - заявлени (анкета) пĕр экземплярпа; - патшалăх пошлини тỹленине ĕнентерекен квитанци. Унăн виçи çапларах: 14 çул тултарман ачасемшĕн 1500 тенкĕ тỹлес пулать, 14-ран пуçласа 18 çул тултарманнисемшĕн _ 3500 тенкĕ. - ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство (14 çул тултарманнисен), унăн Раççей гражданлăхĕ пулмалла; - ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство тата паспорт (14 çул тултарнисен); - саккунлă представителĕн (ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин, опекунăн, попечителĕн, усрава илнĕ çыннăн) паспорчĕ, унăн Раççей гражданлăхĕ пулмалла; - саккунлă представительсен прависене çирĕ-плетекен документсем (опекун удостоверенийĕ, администраци пуçлăхĕн постановленийĕ е суд йышăнăвĕ) кирлĕ.

Елена ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика