20 февраля 2015 г.
1978 çулхи апрельти революци хыççăн Афганистанра влаçа халăх демократийĕн партийĕ килнĕ. Çĕр-шыв ертỹçисем çĕнĕрен реформăсем тăвассине оппозици хирĕç пулнă. Çак хирĕç тăрусене пула граждан вăрçи пуçланса кайнă. 1979 çулхи март уйăхĕнче Герат хулинчи пăлхав хыççăн Афганистан ертỹçисем совет правительствинчен çар вăйĕсене кĕртме пулăшу ыйтнă. Гератри пăлхав Афган чиккинче совет çарĕсене вăйлатма хистенĕ. Оборона министрĕн Д.Ф.Устиновăн хушăвĕпе десант çарĕсене Афганистана кĕртме хатĕрлеме тытăннă. Советниксен йышне январьти 409 çынран июньте 4500 çынна çитернĕ. Афганистанри лару-тăру йывăрлансах пынă. Унти хирĕç тăру совет правительствине Афганистана совет çарĕсене кĕртме хистенĕ, СССР-а хирĕç вăйсем влаçа килесрен шикленнĕ. 1979 çулхи декабрь пуçламăшĕнче Баграма мусульмансен батальонне янă. Декабрĕн 12-мĕшĕнче Политбюро канашлăвĕнче совет çарĕсене Афганистана кĕртме йышăннă. 1979 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Оборона министерствин оперативлă ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна Тĕп штаб начальникĕн пĕрремĕш çумĕ, арми генералĕ С.Ф.Ахромеев ертсе пынă. Декабрĕн 14-мĕшĕнче Баграм хулине 345-мĕш гвардейски парашютлă десантлă уйрăм полка янă. Декабрĕн 25-мĕшĕччен Туркестан çар округĕнче Афганистана кĕртме 40-мĕш пĕтĕмĕшле çарăн управленине, мотострелоксен 2 дивизине, çар артиллери, зенитлă-ракетлă, десантлă-тапăнакан бригадăсене, çар тата тыл чаçĕсене, Вăтам Ази çар округĕ-нчи мотострелоксен икĕ полкне, авиакорпусăн хутăш управленине, истребитель бомбардировщиксен икĕ авиаполкне, истребительсен пĕр авиаполкне, вертолетсен икĕ полкне, авиаципе техника тата аэродром службин тивĕçтерекен чаçĕсене кĕртме хатĕ-рленĕ. Икĕ çар округĕнче те тата виçĕ дивизи резервра тăнă. Чаçсене тултарма Вăтам Азири республикăсенчен тата Казахстанран запасри 50 пин ытла çынна чĕнсе илнĕ. Халăх хуçалăхĕнчен 8 пин ытла автомобиль тата ытти техникăна çара панă. Унсăр пуçне Афганистана кĕртме Белоруссири 103-мĕш гварди сывлăш десант дивизине хатĕрленĕ. Декабрĕн 24-мĕшĕнче Д.Ф.Устинов çĕр-шывăн кăнтăр районĕсенче вырнаçнă Совет çарĕсен хăш-пĕр йышне туслă афган халăхне пулăшма кĕртесси пирки калакан директивăна алă пуснă. Совет çарĕсем асăннă вăрçăра 1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчен 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пулнă. Совет çарĕсен сахал йышлă контингенчĕ Афганистанра хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Хаяр çапăçусем пысăк çухату кỹнĕ. 10 çула яхăн тăсăлнă вăрçăра Совет Союзĕн 13833 салтакĕпе офицерĕ пуç хунă. Пирĕн республикăра çуралса ỹснĕ 6 пин ытла çын Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Çапăçура 176-шĕ аманнă, 117-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"