20 февраля 2015 г.
Афганистанри вăрçă Тăван çĕр-шыв историйĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Совет çарĕсем Афганистана кĕнĕренпе 35 çул çитрĕ. Салтаксем, офицерсем, генералсем присягăна çирĕп пăхăннă, пĕр-пĕрне сутман, паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă, юлташлăх туйăмĕ çирĕпленнĕ. Афганистанра çав вăхăтра службăра пулнă ентешсенчен пĕри пирĕн хушăрах ĕçлет. Вăл _ "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕн водителĕ Николай Васильевич Исправников. Н.Исправников Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ỹснĕ. Ялти вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн, çамрăклах техникăпа интересленнĕ-скер, Çĕмĕрлери ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухнă. 18 çула çитнĕ каччăна салтака кайма повестка панă. Николай ку хыпара илтсен чунтанах савăннă, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ачаранах ĕмĕтленнĕ вăл. Малтанах çамрăк салтак Туркмен Респуб-ликине лекнĕ. Унта çур çул вĕренỹре пулнă хыççăн Афганистана илсе кайнă. Мĕн кăна тỹсмен-ши çак вăрçăра? Кашни утăмрах хăрушлăх кĕтсе тăнă. Пĕр кĕтмен çĕртен "духсем" сиксе тухма пултарнă, çавăнпа та тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатма юраман. Чутай каччи службăра хастарлăхпа палăрнă. Çавна пулах БМП командирне çитнĕ, "Отличник Советской Армии" кăкăр паллине, "За отвагу" медале тивĕçнĕ. _ Вăрçă çынна хĕрхенмест, вăл ăна пĕр шелсĕр таптать. Хĕрỹ çапăçура батальонсен шучĕ кунран-кун чакса пыратчĕ, унсăр пу&¸не тĕрлĕ чир-чĕр те аптрататчĕ. Шăпах çавăнта эпĕ туслăха, пурнăçа тата ытларах хаклама пуçларăм. Афганистан çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă салтаксем паян кун та манăçмаççĕ, _ тет Николай Васильевич. Вутра çунман, шывра путман чăваш каччи килне 1984 çулта таврăнсан "Октябрь" совхозра водительте ĕçлеме пуçланă. 1985 çулта кăмăллă хĕрпе, Çĕрпỹ районĕнчи Галинăпа, çемье çавăрнă. Мăшăрĕ-пе ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ. 1988 çулта Николай Васильевич "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕнче водительте ĕçлеме пуçланă. Коллективра яланах хăйне сăпайлă тытать, ĕçтешĕ-сем ăна хисеплеççĕ. Ăна шанса панă техника яланах таса та юсавлă. Кирек хăш вăхăтра та вăл рейса тухма хатĕр. Районти çул-йĕр инспекторĕсем те унăн ĕçне лайăхпа асăнаççĕ. Алина ОРИНОВА.
¸
Источник: "Пирěн пурнăç"