АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулусем

20 февраля 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ, Литература çулталăкĕнче туса ирттермелли ĕçсем, пенси тытăмĕнчи улшăнусем _ çак темăсене сỹтсе яврĕç районта юн кун, февралĕн 18-мĕшĕнче, иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче. Халăхпа тĕл пулса калаçма тĕп хуламăртан килсе çитнĕ тĕрлĕ ведомство представителĕсем район администрацийĕн ĕçченĕсемпе ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.

Ачкасси ял тăрăхĕнче ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Мининапа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан пĕрремĕш ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, кунти клубăн тата библиотекăн, Шулю шкулĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.Тĕл пулура ачкассисем хăйсене Интернет хăвăртлăхĕ пĕчĕк пулни самаях пăшăрхантарнине пĕлтерчĕç.

Атнарта Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Светлана Каликовапа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Ярабаева ертсе пыракан иккĕмĕш ушкăн Атнар ял тăрăхĕнче пулчĕ, шкула çитсе курчĕ, кунти халăхпа тĕл пулса калаçрĕ, çавăн пекех Атнарти ял библиотекин тата "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуни-кацисен министрĕн çумĕ Светлана Анатольевна Каликова çакна палăртрĕ:

- Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи Çырăвĕнче пур сферăна та тапратнă, паянхи лару-тăрупа паллаштарнă, юлашки çулсенче ырă улшăнусем чылай пулнине палăртнă, çитес вăхăтра мĕнле ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Кăçал пирĕн çĕр-шывра _ Литература çулталăкне, республикăра Константин Иванов çулталăкне паллă тăваççĕ. Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче асăннă çулталăксене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Уява библиотека, культура тытăмĕнче тăрăшакансенчен тата район хаçачĕн ĕçченĕсенчен тăракан Хĕрлĕ Чутай район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Сирĕн районта та февраль пуçламăшĕнче Литература çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă, вырăс тата чăваш классикĕсен произведенийĕсенчи сыпăксене лартса, вуласа панă, курав та йĕркеленĕ. Литература çулталăкĕнче республикăра пурăнакансене пуян культура программи кĕтет. Халăхсем, регионсем хушшинчи, республика шайĕнчи мероприятисем пулĕç, вулав фестивалĕсем, пултарулăх конкурсĕсем, кĕнеке презентацийĕсем, акцисем иртĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн, культура шайне ỹстерме, халăхсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме пулăшĕç.

Тĕл пулура атнарсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе лайăх паллашни сисĕнчĕ. Пухăннисем пенси пирки ыйтса çийенчех хуравне те илчĕç.

Хусанушкăнче

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи халăхпа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн тĕл пулчĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнчи темăсене сỹтсе явнă хыççăн сĕт хакĕ пирки, вырăнти хăш-пĕр çулсене "Арман"ТЯО япăх тасалани тата малтанхи "Асамат"ТЯО çинчен калаçрĕç. Çавăн пекех хусанушкăньсем ушкăн ертỹçисене Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисене "Ĕç ветеранĕ" ят памалла тумалла терĕç, ку ыйтăва Патшалăх шайĕнче пăхса тухма ыйтрĕç.

Пантьăкра

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Енĕн наци телерадиокомпанийĕ" автономлă учрежденин директорĕпе Александр Магаринпа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ольга Музякова Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Виталий Музяковпа тĕл пулчĕç, халăхпа тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. Асăннă ушкăн Мишеркасси ялĕн Культура çуртне те çитрĕ, унти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медицина ĕçченĕсемпе те тĕл пулса калаçрĕ. Хирлỹкассинче, Мишеркассинче пурăнакансем кăçал унти çулсене вăхăтра юртан тасатса тăнăшăн Сергей Блохин тата Сергей Морозов çул уçакансене тав сăмахĕ каларĕç. Пурте ун пек тăрăшса ĕçлесен урама тухса çỹреме те меллĕ. Уйрăмах аслă ỹсĕмри çынсене лавккана кайса килме çăмăлрах. Транспорт хатĕрĕсене çỹреме те чăрмав çук. Çав хушăрах Пухтанкасси ялĕ патне пыракан çулпа иртсе çỹреме кансĕртерех пулнă пирки ял халăхĕ кăмăлсăррине пĕлтерчĕç. Ялти клуба Культура центрĕ тăвас ыйтăва та хускатрĕç тĕл пулăва хутшăннисем.

Питĕркассинче

РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕн çумĕ-пе Анатолий Грицайпа райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Ямсков ертсе пыракан ушкăн Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ, ял тăрăхĕн библиотекине çитсе курчĕ. Информаци кунне хутшăнакансем пенсипе çыхăннă ыйтусем пачĕç, вырăнтах хурав илчĕç. Çавăн пекех çĕнĕ чăваш кĕнекисем библиотекăсене сахал килнине пăшăрханса пĕлтерчĕç.

Тралькассинче

Республика Пуçлăхĕн канашçи, Гуманитари наукисен институчĕн искусствоведени пайĕн заведующийĕпе Михаил Кондратьевпа райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн начальникĕ Александр Самсонов ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕ-нче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕ, республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă кăçал туса ирттермелли ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă курса пенсипе çыхăннă ыйтусем çинчен пĕлме харпăр хăй кабинетне кĕме май пуррине ăнлантарчĕ.

А.ОРИНОВА, А.ВАСЮКОВА, А.ЗАМУТКИНА, А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика