20 февраля 2015 г.
Юрă - çыннăн икĕ çуначĕ. Вăйлă та çирĕп çунатсем этеме чунпа çỹл тỹпене хăпарма пулăшаççĕ, чăн телей хакне ăнланма май параççĕ. Пĕрисем юрă итлесе киленеççĕ, теприсем вара ăна чунра илемлĕн та çепĕççĕн çуратаççĕ, этемлĕхе манăçми савăнăç парнелеççĕ. Çут çанталăк çак ырă парнене -_ юрă кĕвĕлессине _ пурне те памасть. Ăнăçлисем, телейлисем хушшинче эпĕ Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне, Чăваш Ен тата Раççей композиторĕсен союзĕн членне Анатолий Никитина та куратăп. Паллă композитор-юрăç 700 ытла юрă-кĕвĕ авторĕ. Пултаруллă ентешĕмĕр йĕркеленĕ "Янташ" юрă ушкăнĕ чылай çул ĕнтĕ халăхăмăра сапăр та илемлĕ юрăсемпе çунатлантарать. Анатолий Никитин Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕн тулăхлă та пуян çĕрĕ çинче çуралса ỹссе вăй илнĕ, каярах хăйĕн ачалăхне Йĕпреç районĕнчи Пăкăян ялĕнче ирттернĕ. Вăл калăпланă юрăсем пурте тенĕ пекех хит пулса тăчĕç. Культура çулталăкĕ вĕçленнĕ май, эпĕ ятарласа талантлă композиторпа тĕл пулса унăн кун-çулĕ-нчи хăш-пĕр самантсемпе вулакана паллаштарма тĕв тытрăм.
- Анатолий Никитич, юлашки вăхăтра эсир çине-çинех çĕнĕрен те çĕнĕ дисксем кăларатăр, чăвашсем тĕпленнĕ вырăнсене çĕнĕ программăсемпе çитме тăрăшатăр. Вăрттăнлăх мар пулсан, "Янташăн" çĕнĕ программине еплерех юрăсемпе пуянлатрăр?
_ Яланхи пекех юрăсенче пире пурнăç панă аттепе-аннене мухтатпăр, ура çине тăратнă чĕрене çывăх савнă тăван кĕтесе, хурлăхпа савăнăç пайлакан тăвансемпе туссене. Кашни юрăрăх асатте-асаннесенчен кĕвĕ урлă куçнă чăваш пентатоники палăрса тăрать. Çав пилĕк сасăра манăн халăхăн чунĕ, ырă тăвас килни, чăваш кĕввин ансатлăхĕ, туйăмлăхĕ, тăвансене пĕр тĕвве тĕвĕлени.
_ Эпĕ композитор чунĕнче çуралакан кĕвве асамат кĕперĕн пин тĕсĕпе çеç танлаштарма пултаратăп.
_ Сан сăмахусенче чăнлăх пурах. Кĕвĕ ăста чунне чи малтан юратупа тата хăватлăхпа тулнă асамлă çутăпа тыткăнлать. Каярах вара кĕвве техника енчен туса çитеретĕн. Ку ĕç итлекенĕн чунне тыткăнлас енĕпе пулса иртет. Мĕншĕн тесен итлекен патне юрра çитереймесен, вăл ăнман тесен те юрать пулĕ. Çавăнпа та кашни кĕввех чун кĕртмелле. Чи малтан мĕн пур пулăма чĕре витĕр кăлармалла, унтан тин юрă кĕвĕлесе ăна халăх патне çитермелле. Итлекен патне çитес тесе эпĕ хам енчен мĕн пултарнине веçех тăватăп. Юрă пĕрре çеç янрани мана тивĕçтермест, унăн çунатланса кунран-кун малалла вĕçмелле. Унсăрăн композитор хăй ăшне çĕнĕ вăй пухаймĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕвĕсем çуратаймĕ.
_ Апла пулсан, юррăн, сирĕн шутпа, таса та сиплĕ çăл куçăн çĕр тĕпĕнчен тапса тухмалла та малалла ăнтăлса пысăк юхан шыв пулмалла.
_ Мана питĕ тĕрĕс ăнлантăн. Юррăн çĕнĕ тумламсемпе пуянланмалла, капăртан та капăр кĕпесем улăштармалла, унсăрăн вăл çĕтĕк-çатăк тумпа тăрса юлĕ те ăна часах историн каяш вырăнне кăларса пăрахĕç. Ăстаçăн хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулмалла, çĕнĕ туйăмсемпе пуянланмалла, çав вăхăтрах çитĕнỹсемпе лăпланса ларма юрамасть, унсăрăн чун шурлăха çаврăнĕ. Уçлăхпа тỹпе вĕçĕ-хĕррисĕр, пултарулăхăн та чикки çук _ çакна нихçан та манар мар.
_ Юрă ăнăçăвĕ мĕнрен килет-ши?
_ Ăнăçлă çыхăнакан 4 компонентран. Пĕрремĕшĕ, илемлĕ кĕвĕ, иккĕмĕшĕ, ăнăçлă сăвă, виççĕмĕшĕ, хитре аранжировка, тăваттăмăшĕ, тĕлĕнмелле илĕртỹллĕ юрлани. Çак 4 компонентра иксĕлми вăй-хăват пулмалла, ăна юрра çуратнă чухнех никĕсне хывмалла. Çак 4 компонент ăнăçлăхĕ юрра вилĕмсĕр тăвать.
_ Хăвăр илемлĕ те сапăр юррăрсене чи малтан кама шанса паратăр?
_ Кама та пулсан шанса париччен юрра пĕтĕмĕшле туса çитеретĕп, унтан тин юрăçа шырама пуçлатăп. Юрăçа суйличчен унăн сассине тĕрĕслетĕп, шалти вăйне тишкеретĕп. Маншăн юрăç халăхра паллă пулни нихçан та пĕлтерĕшлĕ пулман. Чи кирли тата пĕлтерĕшли _ юрăçăн шалти вышкайсăр хăвачĕ. Çавăн пек юрăçа тупсан эпĕ ăна пĕр шикленмесĕрех хамăн "ачана" шанса паратăп.
_ Хĕрарăмшăн пĕрремĕш ача чи черченни, чи кĕтни. Сирĕншĕн те пĕрремĕш юрă пĕрремĕш чăтăмсăррăн кĕтекен ача евĕрех-и?
_ Пĕрремĕш юрра Чăваш патшалăх филармонийĕнчи "Çавал" ушкăнăн музыка ертỹçинче ĕçленĕ чухнех çырнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсене халĕ те манман-ха. Халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă "Ан васка" сăвă кăмăла кайнăччĕ. Ун хыççăн Валентин Урташ сăввисене килĕштертĕм. Каярах Петĕр Çăлкуç поэзи тĕнчипе паллашрăм. Çак юрăсем мана ура айĕнчи тăпрана туйма пулăшрĕç, пултарулăх çулĕпе хавхаланса утма вăй пачĕç. Уфа консерваторинчи "композици" факультетне вĕренме кĕрсен вара пултарулăха çине тăрсах малалла аталантарма пуçларăм. Музыка енĕпе маларах Надежда Крупская ячĕллĕ Мускав культура институтĕ-нче ятарлă пĕлỹ илнĕччĕ. Унтан пĕр вăхăт Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче баянист-концертмейстерта вăй хутăм, ансамбль валли чăваш композиторĕсен кĕввисене аранжировка турăм. Çавăн пекех сонатăсем, фугăсем, оркестр валли кĕвĕ тата ытти музыка произведенийĕсем те çыраттăм. Малтан тăрăшса тар тăкни каярах консерваторие кĕмелли хăйне евĕрлĕ картлашка пулса тăчĕ.
_ Паян эсир республикăри чи паллă çынсенчен пĕри. Сире урампа утнă чух та паллаççĕ, кашни концертра залра лăк тулли халăх. Патшалăх тата тĕрлĕ обществăлла организацисен шайĕнчи сумлă ятсен шучĕ те çук. Чи тĕлĕнмелли, сирĕн чунран кĕвĕленсе тухнă юрра урăххисемпе пăтраштараймăн. Вĕсем чуна çывăх, çăмăл юрланаççĕ. Чăваш кĕв-вине çỹллĕ шая çĕклеме шалти хăват кирлех.
_ Тĕрĕсси-пе, эпĕ компо-зитор пулатăп тесе нихçан та шутламан. Ĕçленĕ май кĕвĕсем мана хăйсем тыткăна илчĕç, асамлăх тĕнчине туртса кĕрсе кайрĕç. Пĕр чăнлăх çеç, эпĕ юррăн никĕсĕнче илемлĕ кĕвĕ пулмаллине ăнланса илтĕм. Глинка юрра халăх çырать тенĕ, эпир, композиторсем, ăна илемлететпĕр çеç. Баянист пулнă май эпĕ кĕвве илĕртỹллĕ сасăпа хитрелетме вĕренсе çитрĕм. Çакă та импровизаци вăрттăнлăхне туйма пулăшрĕ пулмалла. Хамăн та кĕвĕлес килсе кайрĕ. "Сăварсем çинчен калани" симфони поэмине калăпласси патне ерипен пиçсе çитрĕм.
_ "Янташ" ушкăн пĕрре те "ватăлма" пĕлмест. Çултан- çул сирĕн ушкăна çамрăк юрăçсем килсех тăраççĕ. "Янташ" сăмаха мĕншĕн килĕштернин сăлтавне пĕлесчĕ.
_ Çак çĕр çинчи халăхсем хушшинче пирĕн чи çывăх тăвансем _ ентешсем. Пушкăрт Республикинче вĕреннĕ тата ĕçленĕ чух эпĕ çакна тата та аван ăнланса илтĕм, унта пурăнакан чăвашсемпе пĕр сывлăшпа сывларăм, пĕр çăкăра пайларăм. Çак туйăма пĕр сăмахпа уçса пама питĕ йывăр. Чăвашсене пĕр чăмăра тăван чĕлхе, истори, хушаматпа ят, йăла-йĕрке, кĕвĕ-ташă, тĕрĕ тата культура пĕтĕçтерет. Эпĕ кунти "Нарспи" ансамбльпе туслашрăм. Вĕсемпе пĕрле чăвашсем тĕпленнĕ тĕрлĕ кĕтесĕсене çитрĕм, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем ăсталарăм. Пушкăрт чăвашĕсем чăн чăвашлăхшăн питĕ тунсăхлаççĕ. Тăван тăрăха таврăнсан эпĕ "Янташ" ушкăн йĕркелеме шут тытрăм. Манăн аякри тăванăмсене чăн-чăн тарăн шухăшлă та чуна тыткăнлакан чăваш юррипе савăнтарас килчĕ. Тулай чăвашĕсем пире, Чăваш Енре çуралнисене, яланах çăкăр-тăварпа чунĕсене яр! уçса кĕтсе илеççĕ. Эпир вĕсемшĕн чи хаклă хăнасем пулса тăратпăр. Ирччен юрлатпăр, ташлатпăр, чун туличчен тăван чĕлхепе калаçатпăр. Сăмах май, çак хăйне евĕрлĕ "Янташ" ята тупма пире чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пулăшрĕ.
_ "Янташ" юрă юрлакан çамрăксен пилĕк ăрăвĕшĕн хăйне евĕрлĕ мастер-класс пулса тăчĕ. Сире хăвăр ушкăнра вăй илсе çунатланнисене ирĕклĕ вĕçеве яма шел мар-и? Эсир вĕсене вĕрентес тесе мĕн чухлĕ вăхăт уйăрнă, музыка пĕлĕвне панă, кураканпа туслашма, хăйсене сцена çинче тытма хăнăхтарнă-çке.
_ Чăнах та, 22 çул хушшинче ман алă витĕр нумай çамрăк юрăç тухрĕ. Чылайăшĕ "Янташа" ятарлă музыка пĕлĕвĕ илни çинчен çирĕплетекен дипломпа килчĕç, теприсене эпĕ хам урамран илсе килтĕм, виççĕмĕшĕсене студентсем хушшинче шырарăм. Паян чылайăшĕ пултарулăхăн картлашкипе самаях çỹллĕ хăпарчĕ. Манăн тĕп тивĕç _ вĕсене чăваш халăх юррине вĕрентесси пулчĕ, вĕсем урлă вара чăваш халăхне çĕнĕ вăйпа, çĕнĕ юрăпа, çĕнĕ хавхаланупа савăнтарасси.
_ Çамрăксемшĕн яланах пур çĕрте те çул уçă...
_ Мĕн тăвăн, пурнăçĕ çавнашкал. Çамрăксем сцена çинче хитререх курăнаççĕ, ватăсенчен чылай япшартарах, илемлĕрех, вĕсенче çăл куç евĕр иксĕлми вăй-хал тапса тăрать. Манăн юрăсем вара куракана шалтан çунтармалла, унсăрăн хама телейлĕ туймастăп. Пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Çамрăксем хушшинче талантлисем питĕ нумай, вĕсене курма пĕлмелле, вăхăтра ал тăсса памалла. "Янташ" пултарулăх студине килекенсене эпĕ чăн-чăн мастер-класс паратăп. Ман студи хăйне евĕрлĕ пĕчĕк филармони. Енчен те 22 çул каялла пĕр тĕрлĕ юрăçсем çуралнă пулсан, паян культурăна урăх курăмлă çамрăксем килчĕç. Эпĕ пурнăçпа тан утма тăрăшатăп. Çав самантрах паллă вырăс эстрада юррисен сăмахĕсене чăвашла улăштарса халăх патне илсе çитерекенсене ырласах каймастăп. Чăваш кĕвви çине чăваш пентатоникипе çыхăнуллă сăвă хумалла. Юрăсенче чăвашлăха упраса хăварасчĕ тесе пур вăйран тăрăшатăп.
_ Телейлĕ арçын эсир. Сирĕн çумра сăмахсăрах ăнланакан, музыка вăрттăнлăхĕсене туякан тата пĕлекен мăшăрăр _ Надежда Ивановна _ пур. Юлашки вăхăтра вăл та сирĕнпе пĕрле сцена çине тухма пуçларĕ. Куракан тăвăллăн алă çупни сире килĕштернине пĕлтерет. Эсир пĕрле тăрăшса халăх патне 8 CD дискпа 4 DVD диск çитертĕр.
_ Сцена çине пĕрле юрлама тухасси нихçан та пирĕн тĕп тĕллев пулман. Эпир тĕрлĕ юрăç урлă хамăр хайлавсене куракан патне çитерес тесе ырми-канми ĕçленĕ. Пурнăç дуэчĕ вара 30 çул каяллах пирĕн чĕресене пĕрлештерчĕ. Мĕнех, сцена çине пĕрле тухма та вăхăт çитрĕ курăнать. Надежда тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн студи ĕçне чунпа парăнса ĕçлеме пуçларĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Утаркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах шкулта вĕреннĕ, аттестат алла тытсан ятарлă музыка пĕлĕвне илнĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классенче музыка ертỹçинче вăй хучĕ. Унта икĕ ушкăн йĕркелерĕ: "Шевле", "Калинка". "Салют" культура керменĕнче "Тăван кĕвĕсем" хĕрарăмсен ансамбльне йĕркелерĕ. Ку коллективсем валли эпĕ пĕр теçетке çеç мар юрă калăпларăм. Надеждăпа пĕрле шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли "Чăваш сăмахĕ _ юрă-кĕвĕре" чăвашла та, вырăсла та автор программи ăсталарăмăр. Паян вăл "Янташ" ушкăнăн хуçалăхпа çыхăннă чылай ĕçне хăй аллине илчĕ. Çĕнĕ наци тумтирĕ çĕлесси, ăна тĕрлеттересси, дисксем кăларасси, репертуар йĕркелесси, çамрăксемпе юрă вĕренесси _ веçех унăн ĕçĕ. Май пур чух гастрольсене те пĕрле тухса çỹретпĕр. Вăл юнашар пулни пурнăçа самаях çăмăллатать. Чи пĕлтерĕшли _ эпир халăха кирли, çакă пире çĕнĕрен те çĕнĕ хăват парса тăрать. Пирĕн юрăсене кăмăллакансен, куракансен тата итлекенсен йышĕ çултан-çул хутшăнсах пырать. Ку та пире çунатлантарать.
_ Пурнăç урапи шав малалла кусать. Культура çулталăкĕ те вĕçленчĕ. Ку пулăм кун-çул вĕçленнине пĕлтермест-ха. Малашне тăван халăха мĕнпе савăнтарăр?
_ Кашни юрă _ халăха валли ятарласа çырнă чун парни. Манăн пултарулăх сĕтелĕ çинче хальлĕхе ал тĕкĕнмен чăваш сăвăçисен сăввисем купипех выртаççĕ. Вĕсене вуламалла, кĕвĕлемелле, техника енчен туса çитермелле, кураканпа итлекен патне ятарлă юрăçсем урлă çитермелле. Ывăнмасăр ĕçлеме вара халăх юратăвĕ пулăшать.
_ Юлашкинчен вулакан валли еплерех ырă сăмахсем шăранĕç сирĕн чĕререн.
_ Пирĕн тĕрлĕ халăх çыннипе пуян тăван çĕр-шывăмăр малашне те çак çирĕп туслăха упраса хăвартăр. Эпир, чăвашсем, вĕçĕ-хĕррисĕр Раççейĕн пĕр пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Пирĕн юрăсемпе ташăсем, тĕрĕсемпе йăла-йĕркесем мăнаçлă çĕр-шывăн иксĕлми культура арчине татах та пултарулăх ахах-мерченĕпе пуянлатчăр. Эпир вара Надеждăпа иксĕмĕр малашне те пурнăç çулĕпе юрăпа хăпартланса утăпăр.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"