27 февраля 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитсе пынă май республикăра оборона çирĕпленĕвĕсем тата чикĕсем пулнă вырăнсемпе çыхăнтарса тематикăллă экскурсисен тата туристсен маршручĕсене уçма палăртаççĕ. Ку тĕлĕшпе февралĕн 17-мĕшĕнче ЧР Культура министерстви ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Сăмах май, оборона çирĕпленĕвĕсене хамăр республика тата Мордва Республикин территорийĕсенчи Сăр юханшывĕ хĕррипе фашистла Германи çарĕсем Хусан патне çитес пулсан хỹтĕленес тĕллевпе тунă. Пирĕн республикăра хỹтĕлев чикки Пантьăк ялĕ патĕнчен иртсе Сăр тăрăхĕпе Етĕрне районĕнчи, унтан Улатăрти юханшыв хĕрринче вырнаçнă ялсем çумĕпе Ульяновск облаçĕн чикки патнех çитет. Çак сооружени строительствинче республикăри вун-вун пин çын ĕçленĕ. Оборона çирĕпленĕвĕсене, окопсене 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен тунă. Паянхи кун вĕсем арканса пĕтнĕ, анчах Сăр хĕрринче çак "палăксен" паллисем упранса юлнă. Канашлура экскурсоводсем, шкул ĕçченĕ-сем, туристсен ушкăнĕсем валли методика сĕнĕвĕсем хатĕрлемеллине, ЧР Культура министерствин сайтĕнче ку тĕлĕшпе турсен программисемпе, справка йышши информаципе тематика баннерĕ туса хумаллине палăртнă.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"