АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, суя укçа!

27 февраля 2015 г.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчен Шупашкарта тата республикăри ытти районсенче суя укçасем çỹрени пирки пĕлтерсех тăраççĕ. 5000 тенкĕлĕх суя купюрăна пирĕн районта октябрь тата февраль уйăхĕсенче "Магнит" лавккара укçа шутласа пăхнă тата таваршăн тỹлесе татăлнă чух тупса палăртнă. Çак фактсем тепĕр хут районти кашни çыннăн суя укçасем пирки тата вĕсене уйăрса илме пĕлмеллине çирĕ-плетсе параççĕ. Тĕп сĕнỹ: енчен те сирĕн енчĕкре суя е суя евĕр укçа тупăнчĕ пулсан унпа усă курма ан тăрăшăр. Суя е ун евĕр укçапа усă курса тỹлесе ярсан эсир пĕлсех преступлени çулĕ çине тăни пулать (çакăншăн РФ УК 186-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 5 çултан пуçласа 15 çул таран ирĕксĕр юлма пулать). Укçа пирки иккĕленỹ çуралчĕ пулсан тỹрех çывăхри банка, купюрăна тĕрĕслеттерме кайăр. Аса илтеретпĕр, суя укçасене ытларах пасарта, пысăках мар суту-илỹ точкисенче, урамри ылмаштару пункчĕсенче асăрхама пулать. Уйрăмах суя укçа лекессинчен ялта пурăнакансен хăйсен выльăх-чĕрлĕхне сутнă чухне асăрханмалла, выльăх туянакансен машина номерне астуса е çырса юлма тăрăшмалла. Чăн мар укçа хатĕрлекенсем тата саракансем пирки пĕлсен тата пулăшу ыйтас тесен хуть те хăш вăхăтра та 02 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пулать.

 В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн тĕпчев пайĕн начальникĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика