27 февраля 2015 г.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен визăсăр çĕршывсенчи мигрантсем Раççей Федерацийĕнчи юридици сăпачĕсем патĕнче ĕçлеме ирĕк пулмасан та вăй хума пултараççĕ. Вĕсен патент кăна йĕркелемелле пулать. Йĕрки çапларах: РФ территорине килнĕ ют çĕршыв гражданинĕн 30 кун хушшинче миграци службине пырса патент илме заявлени çырмалла. Унăн пĕрле вăл кам пулнине çирĕплетекен документсем, миграци картти (унта Раççее ĕçлес тĕллевпе килнине кăтартни пулмалла), медицина полисĕ е медицина страхлавĕн килĕшĕвĕ, инфекци чирĕсем пулманнине ĕнентерекен справка, вырăс чĕлхине, РФ саккунĕсене тата историне пĕлнине çирĕплетекен сертификат, учета тăнине ĕнентерекен документ пулмалла. Патента 1 уйăхран пуçласа çулталăк таран параççĕ. Ăна тепĕр çуллăха тăсма ирĕк пур. Тỹлев кашни уйăхрах пулмалла. Тỹрех 12 уйăхшăн та тỹлесе хума пулать. Çавăн пекех ăна памасăр та пулать. Чăваш Республикинче патентăн хакĕ 3136 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Патент тума тỹленĕ аванс çĕр проценчĕпех республика бюджетне региона аталанма куçать.
Елена ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"