27 февраля 2015 г.
Тĕл перессипе, автомат сỹтсе пухассипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн яшĕсене çитекенни республикăра çук.
Юлашки кунсенче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен яшсем республика шайĕнче иртнĕ хĕрỹ тупăшусенчен çĕнтерỹпе кăна таврăнни çинчен савăнăçлă хыпарсем килсех тăчĕç.
Пĕчĕк калибрлă винтовкăран аван переççĕ
Февралĕн 10-13-мĕшĕсенче Шупаш-карта Раççей ДОСААФ-ĕн регионти уйрăмĕн спорт тата перекенсен клуб тытăмĕнче пульăпа перессипе ăмăрту иртнĕ. Республикăри 26 команда пĕчĕк калибрлă ТОЗ-17 винтовкăран 25 метрлă дистанцире перессипе тупăшнă. Пирĕн район команди пульăпа перессипе иртекен ăмăртусене унччен те хутшăннă, пĕлтĕр малти вырăна тухма та пултарнăччĕ. Кăçал та хĕрлĕчутайсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. Анчах та Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсен кăçалхи ушкăнĕ асăннă ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăннине палăртас килет. Куçса çỹрекен Кубока кăçал та тăван шкултах хăварнă яшсене ятран асăнар-ха: Артем Романов (10 класс), Роман Карпов, Виктор Миронов, Станислав Михопаркин, Станислав Можайкин (9-мĕш кадет класĕ-нче вĕренеççĕ). Харпăр хăй кăтартăвĕсемпе вара Артем Романова çитекенни пулман _ ăмăртăва хутшăннă 130 çынран вăл пĕрремĕш тухнă.
_ Пĕчĕк калибрлă винтовкăран перессипе эпĕ атте, Эдуард Романов, ертсе пынипе çулталăк майлă хатĕрленетĕп ĕнтĕ. Республика шайĕнчи ăмăрту умĕн самаях пăлхантăм, анчах та ăна парăнтарма пултартăм. Пульăпа перес енĕпе эп малалла та ăсталăха туптама палăртатăп, ку енĕпе иртекен ăмăртусене те татах хутшăнасшăн, _ тет Артем.
Икĕ енлĕ ăмăртура пурне те хыçа хăварнă
Республикăра оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ пынă май февралĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти 37-мĕш шкулта çамрăк армеецсем хушшинче республика шайĕнчи икĕ енлĕ çарпа ĕçлевлĕх ăмăртăвĕсем (военно-прикладное двое-борье) иртнĕ.
Афганистанран совет çарĕсене илсе тухнăранпа 26 çул çитнине халалланă мероприятие республикăри тата кỹршĕ Мари Элти 79 команда хутшăннă. 230 ытла шкул ачи аслă тата кĕçĕн ушкăнсем çине пайланса Калашников автоматне сỹтсе пухнă тата пневматикăллă винтовкăран пенĕ.
Палăртма кăмăллă, ăмăртăва хаклакансем икĕ енĕпе те темиçе çул ĕнтĕ хĕрлĕчутайсене çитекенни пулманнине каланă. Аслă ушкăнра та, кĕçĕннинче те Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсем командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Харпăр хăй кăтартăвĕсемпе вара автомат сỹтсе пухассипе аслă ушкăнра Станислав Можайкин пĕрремĕш вырăна тухнă, Станислав Михопаркин _ иккĕмĕшне. Кĕçĕн ушкăнра вара ку енĕпе Роман Карпов, Виктор Миронов, Игнат Смирнов пьедесталăн пур картлашкине те йышăннă.
Пневматикăллă винтовкăран перессипе харпăр хăй кăтартăвĕнче аслисен ушкăнĕ-нче Станислав Можайкин иккĕмĕш тухнă, кĕçĕннисен ушкăнĕнче Роман Карпов пĕрремĕш пулнă.Палăртмалла, Ромăн кăтартăвĕсем ăмăртăва хутшăнакансене кăна мар, судьясене те тĕлĕнтернĕ _ автомата вăл 16,66 çеккунтра сỹтсе пухса çĕнĕ рекорд тунă, пневматикăллă винтовкăран персе 30 очкоран 26-шне пухма пултарнă.
- Ик енл ăмăртусене эпĕ пĕлтĕр те хутшăннăччĕ. Кăçал автомат сỹтсе пухассипе хамăн пĕлтĕрхи кăтартăва самай лайăхлатма пултарни савăнтарать. Ăмăртăвăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене тишкернĕ хыççăн муркашсемпе кỹршĕ Мари Республикин çамрăкĕсем те япăх мар хатĕрленнине асăрхарăм. Анчах та эпир те хамăр шкулăн командипе çине тăрсах хатĕрлентĕмĕр çав, çавăнпах пулĕ манăн юлташсен те кăтартăвĕсем лайăх пулчĕç. Тунмастăп, эпир ăшра çĕнтерỹ пирки ĕмĕтленнĕ, вăл пурнăçа кĕчĕ, _ тет Рома.
Ăмăртăва хутшăннă ытти кадетсен те _ Алексей Дадюковпа Константин Секайкинăн _ кăтартăвĕсем япăх мар пулнă. Юлташĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнăскерсем, вĕсем те малашлăхра ăсталăхне лайăхлатасшăн.
Эдуард РОМАНОВ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультурăпа ОБЖ предметне вĕрентекенĕ:
- Çитĕнỹ ытларах чухне ертỹçĕрен килет теççĕ те, çавăнпа хуть те мĕнле ăмăрту умĕн те яваплăх пысăк пулнине туятăп, шкул ачисене тăтăшах тимлĕх уйăрма тăрăшатăп. Икĕ ăмăртăвне те тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр. Республика шайĕнче пите хĕретмелле ан пултăр тесе шкулти салтак çулне çитмен çамрăксем чылай вăй хучĕç. Халĕ, ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, эпĕ хамăрăн кадетсемпе мăнаçланнине пытармасăрах калама пултаратăп. Вĕсем пурте маттур, ырă сăмаха тивĕç. Çакăн пек ăмăртусене хутшăнса пухнă опыт яшсене, çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене, пуласлăхра та кирлĕ пулатех тесе шутлатăп, çавăнпа та хам ертсе пыракан шкул ачисемпе малашне те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнсах тăрăпăр. А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"