АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул укçи пысăкланать

04 марта 2015 г.

Хаксем ахаль те пысăклансах пынă, ĕç укçи вара çав шайрах юлнă чухнехи условисенче ку хыпар, паллах, кăмăллăскер мар, анчах ăна пĕлтермех тивет: пассажирсене илсе çỹрекен транспортпа çỹремелли хаксем те ỹсеççĕ. Республика Правительствин иртнĕ юнкунхи ларăвĕнче ку тема тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ. Ыйту çивĕчлĕхне, паллах, Министрсен Кабинетĕнче те ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Моторин премьер та, ларăва ертсе пынăскер, çаплах каларĕ: "Тема - социаллăскер, çавăнпа та халăх хушшинче тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне йĕркелемелле". ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх _ пассажирсене турттаракан предприятисем хăйсен тарифĕсене хальчченхи шайрах хăварсан тăкаклă ĕçлессине сăлтавласа хак-сене пысăклатма ыйтнă. Ỹстермесен, калăпăр, Шу-пашкарти троллейбус уп-равленийĕ кăçал 124 млн тенкĕ тăкак тỹсет-мĕн, Чăвашавтотрансшăн çакă 184 млн тенке кайса ларĕ. Тепĕр енчен, Чăваш Енре çулçỹрев хакне пĕлтĕр пысăклатман, çав вăхăтрах инфляци 10,9 процентпа танлашнă. Потребитель хакĕсен ỹсĕмĕ 12,5 процент пулнă. Эппин, пысăклатмаллах... Троллейбуссемпе çỹремелли уйăхлăх билетшăн - 700, автобуссемпе çула тухмаллишĕн 750 тенкĕ тỹ-лемелле. Пĕрлехи билет хакĕ _ 1050 тенкĕ. Хула çумĕн-чи тата хуласем хушшинчи маршрутсенче хаксем улшăнмаççĕ. Йышăну мартăн 10-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Н.КОНОВАЛОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика