04 марта 2015 г.
Февралĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Симферопольте Чăваш Рес-публикин Михаил Игнатьев ертсе кайнă официаллă делегацийĕ Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕпе Сергей Аксеновпа курнăçнă. Тĕлпулура регионсен икĕ еншĕн те усăллă ĕçтешлĕхне анлăлатассине сỹтсе явнă. Михаил Игнатьев тата Сергей Аксенов ЧР Министрсен Кабинечĕ тата КР Министрсен Канашĕ суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăç тата культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве пурнăçламалли мероприятисен планне алă пуснă. Документра регионсен промышленность продукцийĕпе тата ытти таварпа тивĕçтерекен хуçалăх субъекчĕсен ĕçтешлĕх-не аталантармалли, Чăваш Енпе Крым промышленность предприятийĕсемпе паллаш-таракан информацие улăштарса илмелли, апат-çимĕç комплексĕн организацийĕсем, ялхуçалăх про-дукцийĕ туса илекенсем пĕр-пĕ-ринпе тỹрĕ çыхăну тытмалли условисем йĕркелессине, ытти ĕçе палăртнă. Çавăн пекех Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ тунă, ăна Крымăн ĕçлев министрĕ Елена Романовская тата Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Викторов алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкар тата Феодоси хулисен тăванлăхĕ, Чăваш Республикинчи Патăрьел район администрацийĕпе Крым Республикинчи Бахчисарай районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕ çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ-сене алă пуснă.
К.ВОЛКОВ.
Источник: "Пирěн пурнăç"