АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманпа çĕнĕлле ĕçлĕпĕр

04 марта 2015 г.

2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 415№ Федераллă саккунпа Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма Чăваш Республикин Çутçанталăк пурлăхĕсен тата экологи министрĕн çумне Анатолий Петрович Яковлева ыйтрăмăр.

- Анатолий Петрович, Вăрман кодексĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарсамăр?

- Чи малтанах уйрăм çынсем хăйсене валли йывăç хатĕрленĕ чухнехи правилăсем унчченхинчен çирĕпрех пулнине палăртмалла. Ку енĕпе 2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 415№ Федераллă саккунпа Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексне тата Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çĕнĕ саккун 2014 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Çавăн пекех каснă йывăçа шута илессипе çĕнĕлĕхсем пурри çинчен каламалла. Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексĕпе килĕшỹллĕн каснă йывăçа ăна вăрмантан илсе тухичченех шута илмелле. Касса хатĕрленĕ йывăçа турттарассипе те çĕнĕлĕхсем пур. Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексĕнче кун пирки çапларах палăртнă: йывăçа кирек мĕнле транспортпа турттарас пулсан та ăна валли ятарлă документ пулмалла. Çав документра унăн хуçине, йывăç леçекене, йышăнакана, турттаракана, унăн калăпăшне, деклараци номерне (енчен те сделкăсем туса ирттернĕ пулсан), турттаракан автотранспортăн регистраци номерне палăртмалла. Ятарлă документа йывăç хуçисем: юридици вăйĕн-чи çынсем е уйрăм предпринимательсем - туса хатĕрлеççĕ. Документăн формине тата ăна çырса хатĕрлемелли йĕркене Раççей Федерацийĕн Правительстви 2014 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче 571№ йышăнăвĕпе çирĕп-летнĕ. Уйрăм çынсем хăйсене валли хатĕр-ленĕ йывăçа турттарнă чухне çак документ кирлĕ мар.

- Йывăçа турттарма ятарлă документ пулмасан мĕн кĕтет?

- Раççей Федерацийĕн администра-тивлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.28.1. статйин 5-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ятарлă документ пулмасан административлă штраф тỹлеме тивĕ: должноçра тăракансен - 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, предприятисемпе организацисен - 500 пин тенкĕрен пуçласа 700 пин тенкĕ таран. Çавăн пекех вĕсенчен пуринчен те йывăçĕсене тата автотранспорчĕсене конфискацилеççĕ.

А.САН ыйтса пĕлнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика