АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этемлĕхе пылак эмел парнелекенсен пурнăçĕ тавра…

04 марта 2015 г.

Шăпах халĕ грипп алхаснă вăхăтра чăваш пылĕпе сипленет пулĕ чылайăшĕ. Унăн сиплĕхне пирĕн несĕлĕмĕрсемех ĕненнĕ. Анчах çак эмеле парнелекен хурт-кăпшанкăсен йышĕ чакса пыни куç кĕрет. "Пыл хурчĕсем вилсен этемлĕх тата 4 çул çеç пурăнĕ" 2006 çулхи хĕлле тĕнчере 1 млн ытла пыл хурчĕсен çемйи пĕтнĕ. Çут çанталăкра тем пек кирлĕ çак хурт-кăпшанкăсен шучĕ палăрмаллах чакса пыни ученăйсемшĕн те ăнланмалла мар пулăм.

Пыл хурчĕ - улма-çырла йывăççисене тата тĕмсене шăркалантаракан тĕп хурт-кăпшанкă. Тĕнчери çимĕçсен 35 проценчĕ пыл хурчĕсене пула сутлăха тухнине палăртаççĕ специалистсем. Çакна укçа çине куçарсан 160 млрд европа танлашать иккен. Палăртам, пĕр çулта кăна. Пыл хурчĕсем çухалсан вара 400 млрд евро таран тăкак тỹсĕ этемлĕх. Вĕсем шăркалантарнине пула Çĕр çинче ỹсен-тăрансен пуянлăхĕ тытăнса тăрать те. Ỹсен-тăранпа пĕрле вара кислород та, шыв та, çимĕç тата топливо та çухалать. Ахальтен мар Эйнштейн: "Пыл хурчĕсем вилсен этемлĕх тата 4 çул çеç пурăнĕ", - тесе каланă. Пыл хурчĕсен шучĕ чакса пынинче çынсем хăйсем айăплă мар-и?! Ялхуçалăхĕнче пестицидсемпе тата ытти хими япалисемпе усă курни - хурт-кăпшанкă иммунитетне хавшатнин сăлтавĕсенчен пĕри тесе шутлать Чăваш Енри тĕпчевçĕ Игорь Мандебейкин та. Пестицидсем сапнă ỹсен-тăран çине ларнă пыл хурчĕ самантрах наркăмăшланма пултарать. Анчах та хăш-пĕр токсикантсем "астивнĕ" нăрăсем тем вăхăт пурăнаяççĕ, çак кĕске вăхăтра хими лекнĕ нектара йăвана илсе кĕртсе ĕлкĕреççĕ. Çапла пыл хурчĕн çемйи пуçĕпех пĕтет.

Кунсăр пуçне вĕсемшĕн уйсенче ĕçлекен техника хăрушлăх кăларса тăратать. Кунта Россельхознадзорăн республикăри управленине Улатăр тăрăхĕнчен килнĕ çыру аса килет. Темиçе çул ахалех выртнă çĕре сухаласа тăкнипе тарăхнине пĕлтернĕ-ччĕ хурт-хăмăр ăстисем. Çак вăхăтра унта клеверăн 5 сорчĕ, илепер курăкĕ, сар çипути, матрỹшке тата ытти ешерме тытăннă. Çавна май пыл хурчĕсем иленнĕ çав лаптăка. Анчах çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пикеннĕ май пыл хурчĕ-сем пĕтме пуçланă. Çакăншăн айăплисене явап тыттарма ыйтнăччĕ çыру авторĕсем. Управлени ĕçченĕсем çырăва тимлĕх-сĕр хăварман, паллах. Анчах та кама та пулин айăплама инспекторсен сăлтав çук темелле. Мĕншĕн тесен ку ведомство ĕçченĕсен ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслеме ирĕк пур. Çырура кăтартнă тĕслĕх-ре вара лаптăк çинче ĕçлени палăрать. Ку Çĕр саккунĕсене пачах та хирĕçлемест кăна мар, республикăн пушă выртакан çĕрсемпе кĕрешессипе çыхăннă тĕллеве пурнăçлани те. Экологи витĕмĕ кăна мар, пыл хурчĕ-сен йышне тĕрлĕ амак та пĕтернине çирĕп-летеççĕ ученăйсем. Варроатоз чирĕ сарăлса пынине пула шар курнине те палăртать чăваш тĕпчевçи.

Ку кăна-и? Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Республикинче пыл хурчĕсем хушшинче Европа гнилецĕ тата нозематоз текен амаксене тупса палăртнă. Çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнса çав "вучахсене" "сыватнă" темелле. Европа гнилецĕ вăраха тăсăлнă ăмăр çанталăка пула вăй илет. Йăва сивĕнсе кайни, апат çитменни тата ытти сăлтав пыл хурчĕн çемйине хавшатать. Пыл хурчĕсен личинкисен тĕсĕ улшăнма тытăнни - сисчĕвленмелли сăлтав. Чирлĕ личинкăсем иккĕмĕш куннех сарă тĕсленсе тата çемçешкеленсе каяççĕ. Çамрăк пыл хурчĕсем чире саракансем шутланаççĕ. Вĕсем ячейкăсенчи вилнĕ личинкăсенчен хăтăлнă чухне микробсем "çаклатаççĕ" те вĕсене йăвипех салатаççĕ. Кунта пыл хурчĕсене ĕрчетекен ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманни те чире сарăлма пулăшма пултарать. Пыл пахалăхĕ Ч ĕрчунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕр-ленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕ-сем пуррине палăртас тĕллевпе ирттерекен мониторинг валли пыл та тĕрĕслеççĕ.

2014 çулта Хусанти лабораторире пылра хлорамфениклол тата тетрациклин ушкăнĕн-чи антибиотиксен шайĕ мĕнле пулнине тĕпченĕ. Асăннă препаратсемпе инфекци чирĕсемпе сипленĕ чухне усă кураççĕ. Вĕсем аш-какай тата сĕт продукцийĕнче, çăмартара, пылра нормăран ытлашши пулсан çынна аллерги, дисбактериоз тата ытти аптăратма пултарать. Пыл хурчĕсене наркăмăшлантаракан ципер-метрин текен инсектицид тата пестицидсем пуррине те тĕпченĕ. Телее, сиенлĕ хутăшсем тупман лаборатори специалисчĕсем. Çапах та, асаилтерсе хăварам, республикăра пылран хăтăлма тивнĕ тĕслĕхсем пулнă: пахалăхĕ тивĕçтерменнине пула, тепĕр хутĕнче вара аэропортра чикĕ леш енчен ятарлă документсемсĕр илсе килнĕ пыла Россельхознадзор специалисчĕсем тытса чарнăччĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесчĕ Ч ăваш Республикинче пыл хурчĕ-сем ĕрчетекенсен йышĕ 5 пинрен те иртет теççĕ. Камшăн ку чун киленĕçĕ, иккĕмĕшĕсемшĕн _ услам çăлкуçĕ. Апла-и, капла-и - çапах та кунашкал аппалану кỹршĕсене чăрмав та, сиен те кỹмелле мар. Анчах та Россельхознадзорăн республикăри управленине çăхавсем килсех тăраççĕ. Паллах, саккунпа килĕшỹллĕн, кашнинчех специалистсем вырăна тухса лару-тăрăва уçăмлатаççĕ. Инспекторсем ку ĕçе вырăнти ветеринари специалисчĕсене те, хăйтытăмлăх ĕçченĕсене те явăçтараççĕ. Чăваш Республикин "Пыл хурчĕсем ĕрчетесси тата пыл хурчĕсене, шăркалантаракан тискер хурт-кăпшанкăна хỹтĕлесси" саккунĕн 4-мĕш статйипе килĕшỹллĕн юридици сăпатĕнчи çынсем те, граждансем те хурт-хăмăр тытма пултараççĕ-çке.

Пыл туса илесси - саккуна пăсниех мар. Эппин çынсем мĕнпе кăмăлсăр? Сăмахран, пĕр кỹршĕ вĕллисене унăн пỹртĕнчен инçех мар тытнипе вăрçăнать. Пахчара ĕçленĕ чухне пыл хурчĕсем пĕрмаях сăхнине пĕлтерет. Кăнтăрла пахчара ĕçлеме май çук тесе çырать. Вĕллесен шучĕ çулсерен нумайланса пынине палăртать. Вĕсене пурăнмалли вырăнта вырнаçтарассин нормативĕсене пăснине пĕтермешкĕн хушма ыйтать вăл. Патшалăх инспекторĕ В. Матвеев çăхавра асăннă яла çийĕнчех çитсе килчĕ. Чăнах та, утар территорине çỹллĕ карта тытса уйăрман. Вĕллесене территори чиккинчен 1 метртан инçе мар вырнаçтарнă. Ку самантсем пирки çỹлерех асăннă саккунра мĕн çырнă-ха? 4-мĕш статйинче уйрăм çын утарĕнче пыл хурчĕсен шучĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă - чикки çук. 5-мĕш статйинче вара çынсене тата чĕрчунсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ялсен чиккисенче вĕллесене юнашар çĕр лаптăкĕнчен 10 метртан кая мар вырнаçтарма е 2 метртан пĕчĕк мар карта, хỹ-ме, е симĕс (йывăç-тĕм е ытти курăк) çатан тытмашкăн сĕннĕ. Палăртсах хăварас килет - шăпах "сĕннĕ" тесе çырнă. Çавăнпа та инспекторсем ку енпе çине тăрса хушма та пултараймаççĕ. "Пыл хурчĕсен чирĕсене, наркăмăш-ланассине асăрхаттарассин тата тĕп сăтăрçисене тĕп тăвассин мероприятийĕ-сен инструкцийĕ" 1.7 пункчĕпе килĕшỹллĕн кашни утарăн ветеринари-санитари паспорчĕ пулмалла. Унта утарăн санитари лару-тăрăвĕ пирки çырсах тăраççĕ. Кунашкал документ çукки РФ КоАП-ĕн 10.6 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама май парать. Районти чĕрчунсен чирĕ-семпе кĕрешекен станцире те асăннă хурт-хăмăр ăсти ерекен чирсене тĕрĕслеттерме пробăсем илсе килменнине çирĕплетнĕ. "Ветеринари çинчен" саккун тăрăх вара чĕр- чунсен сывлăхĕшĕн хуçи яваплă.

Сăмах май, çак саккунрах хуçисен чĕр-чунĕсем чирлесрен кирлĕ мероприятисем ирттермелле тесе çырнă. Вĕсене пурăнмашкăн тата чĕрчун продукцине тирпейлемешкĕн, упрамашкăн тата сутмашкăн вырăн хатĕрленĕ чухне зоогигиена тата ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмалла. Çав кỹршĕн шăпах ветеринарипе санитари паспорчĕ пулман тата. Çакăншăн ăна управленин патшалăх инспекторĕ административлă майпа явап тыттарнă. Ваттисем çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Çырусенче çырса кăтартнă лару-тăру пĕрешкелтерех. Çынсем кỹршин пыл хурчĕ-сем сăхнипе питĕ кăмăлсăр. Ветеринари специалисчĕсем утар тытакансене çакна шута илме тата çỹлерех асăннă çитменлĕх-сене сирме ыйтаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесчĕ!

Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика