АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Самсоновăн асăну каçĕ иртрĕ

06 марта 2015 г.

Николай Самсоновăн асăну каçĕ иртрĕ

Уй варринче лаштра юман,

Атте тесе ай кайрăм та,

 "Килех, ывăлăм", - ай темерĕ: 

Чун хурланчĕ - макăртăм та... 

Çак чăваш халăх юррипе пуçланчĕ Иккĕмĕш Хурашашра пурăннă Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Кузьмич Самсонова халалланă асăну каçĕ. Хурлăхлă юрра унăн ывăлĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Николаевич Самсонов юрларĕ. Николай Самсонов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май çав кун, мартăн 4-мĕшĕнче, малтанах Николай Кузьмича асăнса пурте шăп тăчĕç. Асăну каçне район ертỹçисем, Николай Кузьмичпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çывăх çыннисем пухăнчĕç: Александр Степанов, Александр Башкиров, Петр Ивантаев, Александр Самылкин, Виталий Петьков, Валерий Орлов, Альбина Новикова, Иван Никифоров, Анатолий Краснов, Юлия Самсонова (мăшăрĕ), Юрийпе Александр ывăлĕсем тата ыттисем.

Вĕсем пурте тенĕ пекех Николай Кузьмич пурăннă, вăй хурса ĕçленĕ çулсене аса илчĕç.

Çăмăл килмен Николай Кузьмичăн кун-çулĕ. Пилĕк çулта чухнех вăл ашшĕсĕр юлнă. Амăшĕ, Анна Васильевна, тăватă ачана пĕччен ỹстернĕ. Темĕнле йывăр пулсан та Николай шкулта пĕлỹ илнĕ, салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Етĕрнере механизатора вĕреннĕ, унтан "Победа" колхозра трактористра ĕçлеме тытăннă. "Эп тракторпа ĕçлеме пуçласан кăна тăраниччен çăкăр çиме пуçларăм", _ тенĕ вăл хăйĕн йывăр пурнăçĕ пирки систерсе. Ĕçлеме пултаракан çамрăка çичĕ çултан колхоз председательне суйланă. 1973 çулта "Победа", "Путь Ленина", "Правда" тата "Трактор" колхозсене пĕрлештернĕ. Пысăклатнă Ленин ячĕллĕ колхоз ертỹçи пулма каллех Николай Кузьмича шаннă. Çак ĕçре вăл пĕр улшăнмасăр 25 çул тăрăшнă. Ун чух унпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем асаилнĕ тăрăх, колхозăн çĕрĕсем вăл вăхăтра виçĕ пин гектар ытла пулнă, колхоз ĕçĕсене пин ытла çын хутшăннă. Николай Кузьмич ĕçе тĕрĕс тытса, йĕркелесе пыма пĕлнĕ-рен ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессипе колхоз районта малтисен ретĕнче пулнă.

Çав хушăрах Николай Самсонов шанчăклă çемье пуçĕ, виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕшĕн, мăшăрĕшĕн юратнă ашшĕ, мăшăрĕ пулнă.

Асăну каçне пухăннисем Николай Кузьмича ырă сăмахсемпе асаилчĕç, 1991 çулта Николай Самсонова ĕçрен хăтарман пулсан Ленин ячĕллĕ хуçалăх упранса юлас, хăй те пурăнас (тăватă çул каялла вилнĕ) шанчăк пулнине пытармарĕç. Асăну каçĕнче нумай хушă тĕл пулман ĕçтеш-юлташсен калаçмалли, асаилмелли пайтах пулчĕ. Вĕсен сăмахĕсене итленĕ май пĕтĕм пурнăçне, ĕç-хĕлне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă Николай Кузьмич Самсоновăн ырă ячĕ ĕмĕрех халăхра упранасси аван палăрчĕ. "Уя тухсан сап-сарă, çумкурăксăр тыр-пулă ăшă çилпе чỹхенсе ларнине курсан юрласа ярас килет...", - тенĕ Николай Кузьмич хăй вăхăтĕнче. Çак сăмахсене тăван çĕре чунтан юратакан çын кăна калама пултарнă. А.ЗАМУТКИНА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика